Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çĕкленет çурт хыççăн çурт

 

Строительсен професси уявĕ умĕн пирĕн корреспондент "Строитель" ОООн генеральнăй директорĕн заместителĕпе Б.Б.Александровпа тĕл пулса калаçнă, ăна организацин кăçалхи ĕç-хĕлĕ çинчен каласа пама ыйтнă. _ Космовский урамĕнче, милици çурчĕпе юнашар, кăçал çуркунне чи çĕнĕ проектпа тунă виçĕ хутлă, 15 хваттерлĕ çурта хута ятăмăр. Республикăн "Граждансене кивĕ тата авариллĕ çурт-йĕрсенчен çĕннисене куçарасси", "Социаллă çурт-йĕр" тата "Çамрăк çемье" программăсемпе килĕшỹллĕн, районти çемьесем Евростандарта тивĕçтерекен хăтлă хваттерсем илчĕç. _ Сирĕн организаци районти тĕп больницăра анлă реконструкци ĕçĕсене пурнăçлать. Çак объект çинчен каласа параймăр-ши? _ Сиплев корпусĕн икĕ хутĕнче те реконструкци ĕçĕсем вĕçленчĕç ĕнтĕ. Çак ĕçсем çинче чарăнса тăрас теместĕп _ вĕсем пирки район хаçатĕнче темиçе статья та пичетленчĕ. Корпуса кĕрсе тухакан пациентсем: "Халĕ кунта хула больницинчен те илемлĕрех", - теççĕ. Паллах, çак сăмахсем пирĕн коллектива савăнтараççĕ, хамăр ĕç-хĕле малашне те кирлĕ пек йĕркелесе пыма хавхалантараççĕ. Хальхи вăхăтра корпусăн путвалĕнче те реконструкци ĕçĕсем хĕрỹ пыраççĕ. Унта Жора Фарзиев бригади лайăх пахалăхпа ĕçленине палăртас килет. Энтĕрьелĕнчи Валентина Егоровапа Игорь Сабиров тата Ярăславри Алексей Карсаков та тĕрлĕ ĕçре тăрăшуллăх кăтартаççĕ. Кăçал сентябрь вĕçĕнче объектри ĕç-хĕле пĕтĕмпех вĕçлеме, ăна йышăну комиссийĕ умне тăратма шутлатпăр. Çак корпуспа юнашарах Шупашкарти электриксен бригади икĕ хăватлă трансформаторлă (400-шер КВТ) подстанци тăвас ĕçе пуçăнчĕ. _ Халĕ сăмахăмăра ытти объектсем çине куçарар пулĕ... _ Кунта чи малтанах Ленин урамĕнче (аптекăна хирĕç) 15 хваттерлĕ илемлĕ çурта асăнмалла. Ку çурта республикăн "Граждансене кивĕ тата авариллĕ çурт-йĕрсенчен çĕннисене куçарасси" программăпа килĕшỹллĕн тăватпăр. Виçĕ хутлă çуртăн тăррине те витнĕ ĕнтĕ. Объектăн чỹречисене лартнă, алăкĕсене вырнаçтарнă. Çак кунсенче штукатурка ĕçĕсене те вĕçленĕ. Галина Мадюкина, Галина Полякова, Галина Биктирякова штукатурсем, вĕсене пулăшакан Лариса Эсливанова, Валентин Мадюкинпа Аркадий Кошкин лайăх пахалăхпа ĕçленине Строительсен уявĕ умĕн асăнса хăварни те вырăнлă пулĕ. Объекта кăçал октябрь вĕçĕнче хута яма палăртатпăр. Çак объектпа юнашарах тепĕр çурт çĕкленет. 30 хваттерлĕ, виçĕ хутлă çурта хальлĕхе хамăр коллектив вăйĕпе купалатпăр. Кун валли кредит илтĕмĕр. Çак çурта килес çулхи план шучĕпе тăватпăр. Объектăн пĕрремĕш хутне купаласа пĕтернĕ. Каменщиксен ĕçне Андрей Никишин бригадир пултаруллăн ертсе пырать. Бригадăра унпа пĕрле ывăлĕ _ Алексей, тата мăнукĕ _ Андрей те хастар ĕçлеççĕ, каменщиксене пулăшаççĕ. Юрий Столяров, Константин Иванов, Николай Давыдов, Евгений Чернышев каменщиксем, вĕсене пулăшакан Анатолий Михайлов, Сергей Владимиров, Николай Быковпа Василий Константинов та ĕçре хастар. Сергей Константинов крановщик каменщиксене кирпĕчпе, растворпа вăхăтра тивĕçтерсе тăрать. Çак пултаруллă бригада хальхи Ача-пăча искусство шкулĕн çуртне реконструкцилесе, унăн стенисене çỹлелле хăпартать. Çуртăн иккĕмĕш хутĕнче Мăшăрлану залĕ пулĕ. Ку объектра строительство материалĕсемпе Радик Локтин крановщик тивĕçтерет. Юлашкинчен районти мĕн пур строительсене професси уявĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăхпа тулли телей, йывăр та пархатарлă ĕçре ăнăçу сунатăп.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 августа 2007
00:00
Поделиться