Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ВĂРМАНТА, ÇЫРЛАРА...

 

КАШНИ кунах Кивĕ Чукал çумĕнчи автобуссем чарăнакан вырăн патĕнче тулли витреллĕ хĕрарăмсемпе ачасене курма пулать. Е.Емельянова, И.Чурбанова, Т.Малеева тата ыттисем витри-витрипе çырла сутаççĕ. Пĕр витре хура çырла _ 350 тенкĕ, кунне икĕ витре сутсан _ 700 тенкĕ пуçтарăнать. _ Маларах хăмла çырли сутрăмăр, халĕ _ хура çырла, - сăпайлăн калаçрĕ Елена Николаевна Емельянова. _ Часах, ак, кăмпа та сутма пуçлăпăр. Вăрман хĕрринче пурăнатпăр вĕт, вăрман тăрантарать те, тумлантарать те, ăшăтать те пире. Ялта милĕк хатĕрлесе сутакансем те йышлă иккен. П.Ильдяков предприниматель Ульяновскри пĕр чаплă мунчапа килĕшỹ тунă та, ял çыннисенчен милĕк туянса хулана леçет. Чукал милĕкĕпе Чĕмпĕр пуянĕсем реххетленсех çапăнаççĕ, тет, тата та илсе килме ыйтаççĕ. Ял çынни валли _ кулленхи ĕç тата хушма тупăш. Арçынсен пĕр пайĕ делянка çыртарса вутă е строительствăра юрăхлă йывăç хатĕрлет. Йывăçран заказпа мунча е вите пурисем пуралаççĕ. Вутта çурса сутсан тупăшлăхрах, теççĕ. Туянакансем тем чухлех, ĕлкĕр кăна.

 

 

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 августа 2007
00:00
Поделиться