Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тăрăшса, вăй хурса

 

ÇАНТАЛĂК улшăнсах тăрать пулин те, часах вырма ĕçĕсем пуçланасси кунтан-кун сисĕнсе тăрать. Акă, сăмахран, "Исток" хуçалăхра вырмана хатĕр пулни лайăх курăнать. Хуçалăх ертỹçи Ю.Старшов каланă тăрăх, вырма ĕçĕсене пурĕ тăватă комбайн хутшăнать, вĕсен шутĕнче икĕ "Дон В-1500" тата икĕ "Нива СК-5". Комбайн штурвалне çирĕп тытса пыракансене палăртса хăварни вырăнлă: П.Смаев, В.Якушов, Л.Алюков, В.Богатнов, В.Искандеров, А.Кириллов тата В.Смаевпа М.Данилов пулăшакансем. Тыр-пул лаптăкĕ 850 гектарпа танлашать, çав шутра 20 гектар вика тата 10 гектар нумай çул ỹсекен курăксен вăрлăхне пуçтарса кĕртмелле. Паянхи куна "Исток" хуçалăхра 250 тонна утă хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ, ку ĕç малалла пырать. Çавăн пекех тата 600 тонна сенаж хывнă, кунпа та чарăнса тăма шутламаççĕ. Утă тата сенаж тунă çĕрте хастаррисем çаксем: С.Якушов, А.Ильин, А.Мердеев, А.Ельцов, А.Кузнецов механизаторсем тата Н.Яковлев, В.Кузнецов, Н.Кодзоков водительсем. Вĕсем ырми-канми тăрăшаççĕ. Йĕтем хуçи В.Терентьев ертсе пыракан звено вара тырă йышăнма тахçанах хатĕр. Йĕтем çине тырă килет, Ю.Терентьев,Г.Еремеев сортировщиксем лайăх ĕçлени савăнтарать. Вырма ирттерме çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклĕ хатĕрленĕ. Механизаторсене ĕçшĕн тỹлемелли условисене çирĕплетнĕ. Вырмара ĕçлекенсене йỹн хакпа вĕри апатпа тивĕçтереççĕ. Техника çĕмĕрĕлсен, хиртех юсаççĕ. Ю.Старшов хуçалăх ĕçченĕсем кар тăрса ĕçлесен вырма ăнăçлă иртессе шанать. Çаплах пултăрччĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 августа 2007
00:00
Поделиться