Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ПИЛОРАМА _ ИККĔ ТАН

 

ВĂРМАН хĕрринчи ялта пилорамăсăр та пурăнма май çук. М.Малеевпа Л.Карзанов хăйсен вăйĕпе икĕ пилорама лартнă. Ял çыннисем çеç мар, кỹршĕрен те хăма çуртараççĕ кунта. Тỹлевсĕрех реклама парам-ха: Кивĕ Чукалти рамщиксем тỹрĕ те яка, илемлĕ хăмасем çураççĕ, канмалли кунсăр ĕçлеççĕ. Çакăн пек пурăнаççĕ Кивĕ Чукал çыннисем. Выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал, чăх-чĕп йышлă усраççĕ, вĕлле хурчĕсем ĕрчетеççĕ. Пурин валли те ĕç çителĕклĕ. Ялта ĕç çук тесе каланине ан ĕненĕр, ентешĕмсем. Ĕç _ тем чухлех!



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 августа 2007
00:00
Поделиться