Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Маттур, матрос!

 

Калама та çук, мĕн тери хăвăрт шăвать-çке вăхăт. Хальхи пек астăватăп-ха Алешăпа пĕрле сумка çакса шкула чупнине. Халĕ вăл Балти Тинĕс çар флотĕнче салтак тивĕçне пурнăçлать. Сăмах кунта Кивĕ Шăмăршă ялĕнче çуралса ỹснĕ Алексей Антонов пирки пырать. Васанти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта вĕреннĕ чухне те вăл хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă, мĕн пур спорт мероприятийĕсене хутшăнса шкул чысне хỹтĕленĕ. Тăван шкултан вĕренсе тухсан Алеша юлташĕсемпе пĕрле Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен, тỹрех Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкула физкультура учительне вырнаçнă. Çамрăка часах ачасем юратса пăрахнă, вăл ирттерекен уроксене пĕр сиктермесĕр çỹреме тăрăшнă. Шăмăршă шкулĕнче пĕлỹ пухакан ачасем салтакран таврăнсан Алексей Геннадьевич хăйĕн ĕçне малалла тăсасса шанса тăраççĕ. Нумаях пулмасть Геннадий Михайловичпа Лидия Васильевна Антоновсем патне Балти Тинĕс çар флотĕнчен тав çырăвĕ çитнĕ. Чи малтанах унта Алеша чи лайăх матроссенчен пĕри пулнине пĕлтернĕ. Тинĕсе тухсан-и е çарпа вĕренỹ заданийĕсене пурнăçланă вăхăтра-и _ Алеша хăйне яланах тирпейлĕ те çирĕппĕн тытнине, хăйĕн тивĕçĕсене вăхăтра тата тỹрĕ кăмăлпа пурнăçанине асăннă. Çитес вăхăтра ют çĕршыври тинĕс территорийĕнчи вĕренĕве хутшăнма çула тухассине çырса пĕлтернĕ. Тав çырăвĕпе пĕрле килнĕ сăн ỹкерчĕк çинче вара Алеша чăн-чăн çирĕп арçын пек курăнать. Маттур, Алеша! Аçу-аннỹ ятне ан яр, халĕ санпа пĕтĕм ял халăхĕ мухтанать, савăнать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 августа 2007
00:00
Поделиться