Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Ивансем çинче çĕршыв тытăнса тăрать", - тет Палтиел хресченĕ Иван Герасимов

 

ТУПАТА, çакăн чухлĕ ĕçе пĕр çын хăйĕн икĕ аллипе тума ĕлкĕрет тесен пĕрре те ĕненес килмест. Тата çулĕсем те сахал мар вĕт-ха: Палтиелĕнчи Шуртикасра пурăнакан Иван Викторович Герасимов çак кунсенче 70 çул тултарчĕ. Картиш тулли выльăх усрать вăл: пĕр вăкăр (теприне нумаях пулмасть кăна-ха 19 пин тенкĕпе сутнă), икĕ сысна, тăватă качака, вăтăр хурпа вăтăр кăркка, çирĕме яхăн чăх. Арăмĕ, ĕç инваличĕ пулнă май, кил-çурт тирпейленисĕр пуçне урăх ĕç пурнăçлаймасть. Иван Викторович ир тăрать те каçченех килти хуçалăхра вăй хурать. Пахчи 0,5 гектар йышăнать.Мĕн кăна ỹсмест-ши унта? Виçĕ тĕрлĕ хурлăхан, хăмла çырли, улма йывăçсем... Иван Викторович виноград та çитĕнтерет, çак ĕçе Крымра пурăннă чухне вĕреннĕ. Пахча-çимĕç те нумай: хăяр, помидор, сухан, кишĕр, кавăн тата ытти те. Кашни çулах çĕр улми тата кишĕр сутса укçа тăвать. _ Чăваш Енре Крымринчен те лайăхрах, - тет И.В.Герасимов. _ Ватлăхра тăван тăрăха куçса килнĕшĕн пĕрре те ỹкĕнместĕп, савăнатăп кăна. Ĕçе юратни пирки калас пулсан, Ивансем çинче çĕршыв тытăнса тăнине ан манăр! Иван Викторович хăй ĕçлесе тунă укçапа УАЗ тата "Волга" автомашинăсем туяннă. Эпĕ пынă чухне Иван Викторович сад пахчинче вĕлле хурчĕсене пăхатчĕ. Вун икĕ çемье тытать вăл, чăн-чăн утар теме пулать. _ Пыл та, аш-какай та, пахча-çимĕç те хамăр валли çеç мар, ачапа мăнуксем валли те, сутмалăх та çитет, - савăнăçлăн калаçрĕ манпа пенсионер. Çакăн пек ĕçчен çынсем илем кỹреççĕ те ĕнтĕ тăван яла. Çамрăксем вĕсенчен тĕслĕх илсен питех те аванччĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 августа 2007
00:00
Поделиться