Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ачасене _ ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ

 

ÇУЛ çитмен ачасене çемьере куçран вĕçертни, вĕсемпе ашшĕ-амăшĕсем куллен ăнлантару ĕçне илсе пыманни ырри патне илсе çитермест. Акă, кăçал çул çитменнисем 3 преступлени тунă, вĕсене 7 яш хутшăннă. Преступленисенчен иккĕшĕ тĕслĕ метал вăрланипе (электродвигательпе кабель), пĕри çыннăн укçине куç хывнипе çыхăннă. Паллах, тỹнтерле ĕçсем тăрăх пуринпе те тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Çул çитменнисем эрех-сăра патнелле туртăннă тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ районта. Çак фактсем тăрăх ялсенче милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем кăçал 34 протокол çырнă, çав шутран Шăмăршăра _ 12, Палтиелĕнче _ 5, Хайпăлара _ 4, Пуянкассинче _ 2, Виçпỹрт Шăмăршăпа Патирекре пĕрер протокол. Çак фактсем малашне ан пулччăр тесе ашшĕ-амăшĕсен куллен тимлемелле. Психика тĕлĕшĕнчен çирĕпленсе çитеймен ачасем хĕрĕнкĕ е ỹсĕр пуçпа преступлени çулĕ çине тăрас хăрушлăх пысăк. Ачасем каçхине камсемпе çỹренине, киле ỹсĕр е урă таврăннине тĕрĕслеме те манмалла мар. Хĕрĕнкĕ килнине сиссен вара чи çирĕп мерăсем йышăнмалла, мĕншĕн тесен ку вăл йăлана кĕрсе кайма пултарать. Çамрăк организм алкоголь шĕвекĕсене хăвăрт хăнăхать. Аслисем ачасене ĕçке явăçтарасран та сыхланмалла. Хальхи вăхăтра районти ялсенче аслашшĕ-асламăшĕсем е тăванĕсем патне хуласенчен килнĕ яшсем, çуллахи каникулти студентсем сахал мар. Вĕсем хăйсемпе пĕрле наркотиксем илсе килес, наркотиксемпе усă курма çул çитмен ачасене е çамрăксене явăçтарас хăрушлăх та пур. Çавна май ашшĕ-амăшĕсен яланах сыхă тăмалла, ачасенчи улшăнусене асăрхасанах тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла. Кирлĕ пулсан, районти врач-наркологпа канашлама та именсе тăмалла мар. Ят-шыв вăрттăнлăхра юлĕ. Ачасем йĕркеллĕ ỹссе çитĕнесси ашшĕ-амăшĕсенчен нумай килнине пирĕн яланах асра тытмалла.



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 августа 2007
00:00
Поделиться