Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шуçăмпа вăранать ял çынни

 

_ Хальлĕхе 150 тонна утă хатĕрленĕ, люцернăна иккĕмĕш хут çулсан тепĕр çакăн чухлĕ пуçтарăнмалла, - терĕ "Миха" фермер хуçалăхĕн ертỹçи Галина Егорова. Куçпа виçейми тем анлăш сарăлса выртать люцерна уйĕ. Минерал удобренийĕпе туллин апатлантарнипе, курăк хỹхĕм çитĕннĕ. Утă çулнă çĕрте Петр Гордеев, Алексей Кожевников тата Александр Матвеев механизаторсем вăй хураççĕ. Пресланă утта склада турттараççĕ. Фермер хуçалăхĕнче çурхи тырăсем те лайăх ỹснĕ. 600 гектар йышăнаççĕ вĕсем. Руслан Кудряшов механизатор "Дон" комбайнпа паян-ыранах тырă пухса кĕртме пуçăнĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклĕ. Йĕтем çĕнĕ тухăçа йышăнма хатĕр, сортировкăсем юсавлă. "Миха" фермер хуçалăхĕ выльăх-чĕрлĕх йышне ỹстерсех пырать. 100 пуç мăйракаллă шултра выльăх, 200 пуç сысна, 86 пуç сурăх усраççĕ. _ Тата икĕ лашапа çичĕ качака та пур, - йăл! кулса каларĕ Галина Михайловна. Сăвакан ĕнесем 72 пуç. Фермер куллен 750-800 литр сĕт сутать. Çаплах аш-какай сутни те тупăш кỹрет. Фермер хуçалăхĕнче пур çĕрте те тирпейлĕ, чăн-чăн хресченсем ĕçлени тỹрех курăнать. Шуçăмпа вăранса тĕттĕмччен ĕçлесе, çу кунĕн кашни сехечĕпе туллин усă курса ырлăх-пурлăх тăваççĕ. Тăрăшакансене ăнăçу çеç сунар.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 августа 2007
00:00
Поделиться