Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Координаторсене çирĕплетнĕ

 

"Единая Россия" партин Чăваш Енри уйрăмĕн политканашĕн президиумĕн ларăвĕ иртнĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри _ парти проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе координаторсене çирĕплетесси. Парти проекчĕсем республикăн тĕрлĕ сферине аталантарассипе, халăх пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă. Акă хăшĕсене кăна илер: "Хăрушсăр çулсем", "Пирĕн хула" тата "Пирĕн атте-аннесем", "Çирĕп çемье", "Арçынсене _ сывлăх тата вăрăм кун-çул", "Раççей: эпир нумай пурăнма тивĕç", "Сочи - 2014", "Таса шыв" т. ыт.те. Пĕтĕмпе вăтăр проект. Координаторĕсем _ республикăри ертсе пыракан предприяти-организаци ертỹçисен, район пуçлăхĕсен, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕсен йышĕнчен. Тирпейлĕх кĕртнĕ "Единая Российăн çамрăк гвардийĕ" обществăлла организацийĕн Чăваш Енри штабĕн членĕсем тавралăха симĕслентерессипе, хăтлăх кĕртессипе темиçе акци те ирттерме ĕлкĕрчĕç. Нумаях пулмасть йĕркеленĕ "Ăçта таса _ çавăнта лайăх кану" акци вăрманта, улăх-çаранта каннă хыççăн тирпейлĕхе хăнăхма чĕнсе калать. Çамрăк гварди членĕсем "Патриот" клубăн тата "Волна" кану лагерĕн хастарĕсемпе пĕрле Атăл леш енне канма каякансене çỹп-çап пуçтармалли пакетсем валеçсе панă, çут çанталăк илемне упрама ыйтнă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 августа 2007
00:00
Поделиться