Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Илĕртет Культура Керменĕ

 

ШĂМĂРШĂРИ Культура Керменĕнче ĕç вĕресе кăна тăрать. Тĕрлĕрен мероприятисем иртеççĕ кунта, культура ĕçченĕсем халăх канăвне усăллă йĕркелессишĕн тăрăшаççĕ. Хĕл çывхарнă май, юсав ĕçĕсем те пыраççĕ: ăçта сăрламалла, ăçта штукатурка тумалла. Коллективăн ĕмĕт-тĕллевĕсем пысăк. Концертсемпе хамăр районти тата кỹршĕри Тутарстанри чăваш ялĕсене тухса çỹреççĕ. Çак кунсенче Хулаçырми ялĕнче концерт лартса панă. Куракансем шăмăршăсене çав тери ăшшăн йышăннă. Часах Канаш паççулккинче "Пĕчĕк ял уявĕ" пулмалла. Культработниксем интереслĕ программа хатĕрленĕ. Тĕрлĕрен тутлă апат-çимĕç, хитре чечексен, ал ĕç япалисен выставки ĕçлĕ. Паллах, уява юрă-ташă илем кỹрĕ. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче Культура Керменĕнче учительсен районти канашлăвĕ иртĕ, ун чух чечексен выставкине те ирттерме палăртнă. Районти ялсенчи культура учрежденийĕсем хушшинче иртекен "Илеме хамăр алăпа тăватпăр" конкурс та усăллă иртет. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçланнăскер, конкурс культура учрежденийĕсен территорийĕсене тирпей-илем кỹме нумай пулăшнă. Культура Керменĕ çумĕнче ача-пăча валли "Батут" аттракцион ĕçлет. Ăна пирĕн ентеш, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Ф.Ермолаев парнеленĕ. Атракционра ачасем сике-сике савăнаççĕ, тĕрлĕрен вăйăсем выляççĕ. Сире те эпĕ Культура Керменне килсе курма сĕнесшĕн.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 августа 2007
00:00
Поделиться