Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕмĕр сакки сарлака

 

ĔМĔР сакки сарлака тенине еплерех ăнлансан тĕрĕсрех пулать-ши, е ăнланма май та çук-ши? "Ача ỹссе çитĕнсен пурнăçăн хăш сакки çине ларасси, хăй ĕмĕрне мĕнле пурăнса ирттересси мĕнрен килет-ши?" _ тесе ыйту хускатсан, "Пурнăçăн хуть те хăш сакки çине ларма та юрать-и вара?" _ теме пултараççĕ. Мĕнле сакăсем-ши вара вĕсем? Çĕр çинче темĕнле професси те пур: ахаль ĕçчен, бригадир, инженер, учитель, врач, хирург, летчик, ученăй, депутат, губернатор, Президент, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, район пуçлăхĕ, артист, офицер, генерал, маршал _ пурне те каласа та пĕтереймĕн. Мĕн пур специалист, пуçлăх, ĕçчен хăйсен шайне кура пурнăç саккин тивĕçлĕ вырăнĕсене йышăнса тухнă. Çав шайра малалла ĕçлесе пынă май, ватăлнă пирки пенсие тухсан хăйсем ларнă саккине теприсене ларма хăвараççĕ. Апла пулсан, кашни сакă пысăк пĕлтерĕшлĕ. "Хуть те хăш сакă çине те ларăп-ха" теме, е суйласа илме май пур-ши пурнăçра? Ĕмĕрĕн сарлака саккинчи вырăнсене йышăнасси мĕнле йĕркепе пулса пырать-ши? Кашни вырăн (сак çинчи) хăйĕн сумĕпе, чапĕпе, ĕç укçи илес енĕпе, яваплăхĕпе, пултарулăхĕпе, çав вырăна тивĕçмен çын ларма юраманлăхĕпе палăрса тăрать. Хăшĕ: "Эп çав сумлă тенкел çине ларăп та, манăн чапăм ỹссе кайĕ", - тесе калани _ йăнăш ăнлану. Эсĕ ларнă вырăна пултарулăхĕпе, тавçăруллăхĕпе, тăрăшуллăхĕпе, нумай пĕлнипе палăрса тăракан çын çеç йышăнма пултарнине эсĕ ăнланасшăн маррине çеç пĕлтерет. Апла пулсан, пурнăçăн кашни саккине çав сакка йышăнма тивĕçлĕ çын йышăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăслă та çав пукана йышăнма тивĕçлĕ çын кăна халăхпа тĕрĕс те ăнăçлă ĕçлĕ, ларнă саккăн чапне, сумне ỹстерĕ. Кашни 20 çулта çĕнĕ ăру çитĕнсе пырать. Пурнăç çулне тухакансем _ çамрăксем пурнăçăн тути-масине кая юлса ăнланма тытăннипе, е пачах тĕрĕс мар çулпа пырса ĕмĕр саккин сумлă вырăнне йышăнаймаççĕ, хăйсен кун-çулне кĕскетеççĕ е вăхăтсăр пурнăçран уйрăлаççĕ. "Çеçпĕлĕмĕр çулĕнче Хамăр ача шутĕнче", - çак сăмахсем шухăша яраççĕ. "Куçа уçмаллаччĕ ман" - тенĕ сăмахсем тата... Çак сăмахсем, тата юрăçăн чуна хускатма пултаракан сасси чăннипех çамрăксен пĕр хăлхинчен кĕрсе тепринчен тухса каять кăна пулсан, çав сăмахсен пĕлтерĕшне чĕре витĕр кăлармасан, эпир, ашшĕ-амăшĕсем, педагогсем, культура ĕçченĕсем воспитани ĕçне хăй еккипе янине систермест-и-ха? Ĕмĕр саккин сарлакăшĕ çинчен кăна мар, ĕмĕр кĕске пирки те калаçар-ха. Çамрăксем малтанах пурнăçра тĕрĕс утăмсем тăвайман пирки чи хаклă, чи пĕлтерĕшлĕ вăхăта усăсăр ирттереççĕ. Шупашкарти 3-мĕш лицейра вĕренекен Максим Сунгоркин Николай Васильевич Федоров Президентран: "Пурнăçăн ăнăçу формулине калăр-ха" - тесе ыйтнă. Н.В.Федоров çапла ăнлантарнă: 1. Паха пĕлỹ патне ăнтăлни. 2. Çĕннине пĕлме ялан тăрăшни. 3. Нумай вулани. 4. Хавхаланса ĕçлени. 5. Тăван тавралăха, Тăван çĕршыва юратни. Ир тăрсан та, çывăрас умĕн те, кашни кунах çак пурнăç çулĕн маякĕсене асра тытса ỹсекен е пурăнакан çыннăн ĕçĕ ăнса пырĕ. Раççей Гимнĕнче: "Широкий простор для мысли, для жизни", - тесе каланă сăмахсем пур. Тĕплĕн шухăшлама та, пурнăçа йĕркелесе яма та анлă майсем пурри çинчен калаççĕ вĕсем. Эпĕ сăнанă тăрăх çакă паллă: воспитани ĕçĕнче ĕçе вĕрентни кăна çителĕксĕр, хăй тĕллĕн ĕç патне туртăнма, хавхаланса ĕçлес килнĕ шая çитермелле. Çав çыннăн ялан ĕçлес килет, ялан вĕренес килет пулсан унăн пурнăç çулĕ уçă. Халĕ ĕнтĕ мĕнле специальноç суйласа илмелли, хăш ĕçре пултаруллăраххине пĕлни пĕлтерĕшлĕ. Пурте ученăй, пуçлăх, космонавт пулаймаççĕ, анчах воспитанире çак сăмахсене асра тытмаллах: "Ĕçрен ан хăра, ĕç санран хăратăр". "Куç хăрать те алă хăрамасть", - тенине илтеттĕмĕр эпир, ачасем, ваттисенчен хире ыраш вырма кайсан. Ваттисем, ĕçпе пиçнисем, чăн-чăн ĕç çыннисем, ĕç пулмасан хăйсене лăпкăн туйма та пултарайманскерсем, пире, ачасене çурлапа ыраш вырма хăнăхтаратчĕç. Майĕпен, вăхăт иртнĕ майăн, килти хуçалăхри ытти ĕçсене тума вĕрентнĕ. Çут тĕнчене килнĕ ача сывă та йĕркеллĕ ỹссе çитĕнесси ашшĕ-амăшĕ воспитани ĕçне еплерех ăнланнинчен, ăна тĕрĕс йĕркелесе пынинчен нумай килет. Хăш-пĕр чухне япăх вĕренекен ача пирки: "Вĕреннĕ çын пулаймĕ, çапах та тракторист е пĕр-пĕр спортсмен пулĕ-ха", - теççĕ. Анчах та хăть те мĕнле ĕçре те тавçăрулăх, шухăшласа тĕрĕс утăмсем тăвасси пĕрремĕш вырăнта пулмалла. Миме "хытиччен" ачана садикран тытăнса вăтам шкул пĕтеричченех хавхалантарса, хистесе, йăпатса, мухтаса, хăтăрса ача пĕлỹ тĕнчине юратакан пуличченех сăнаса-вĕрентсе тăни кирлĕ. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕсем: "Миçе каланă эпĕ ăна, вĕренмест вĕт", - теççĕ те, аллине сулаççĕ. Çапла вара вăхăтĕнче тумалли ĕçе туман пирки, кайран ачишĕн тарăхса калаçаççĕ. Ĕмĕр сакки сарлака, çав сакă çинче темле вырăн та пур терĕмĕр. Вырăссем çапла калаççĕ: "Посеешь поступок, пожнешь привычку. Посеешь привычку _ пожнешь характер. Посеешь характер _ пожнешь судьбу". Пĕр статьяра ĕмĕр сакки çинче сумлă вырăна йышăнса хăвăн кун-çулна телейлĕ пурăнса ирттересси пирки пурне те калаймăн. 2007-2008 вĕренỹ çулĕнчен пуçласа Раççей Федерацийĕнче кашни ача 11 çул вĕренмелле (обязательнăй йĕркепе). Çак ĕçе кашни ача 18 çитиччен пурнăçламалла. Кашни шкул ачи, ашшĕ-амăшĕ çак питĕ пĕлтерĕшлĕ Саккуна пурнăçласа пыма тĕплĕн хатĕрленмелле.



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 августа 2007
00:00
Поделиться