Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шкулсем хатĕрпе пĕрех, вĕренмешкĕн килĕрех!

 

РАЙОНТИ шкулсем çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленеççĕ. Çу каçа чылай ĕç пурнăçланă, вĕсемпе район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата культура пайĕн тĕп специалисчĕ В.М.КУЗЬМИН паллаштарать. _ Кăçалхи чухлĕ юсав ĕçĕсем пурнăçланине эпĕ астумастăп, _ терĕ савăнăçлăн В.М.Кузьмин. _ Кашни шкултах мĕнле те пулин пысăк ĕç тунă, юсаса-сăрласа илемлетнĕ. _ Вячеслав Михайлович, Чăваш Республикин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерстви кăçал кашни шкултах пушар сигнализацине вырнаçтарасси пирки хушу кăларнăччĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн районта мĕнлерех ĕçлеççĕ? - Сигнализаци вырнаçтарма 800 пин тенке яхăн укçа уйăрнă, çак эрнере шкулсенче ку ĕç пĕтĕмпех вĕçленĕ. Сигнализаци вырнаçтарнă çĕрте 3 бригада ĕçлет. Пушар хăрушсăрлăхĕшĕн тăрăшасси кашни ертỹçĕн тĕп тивĕçĕ пулса тăмалла. _ Ытти ĕçсем пирки кĕскен те пулин калаймăр-ши? _ Шăмăршăри вăтам шкулта канализаци хута ятăмăр, 120 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Часах Палтиелĕнчи вăтам шкулта та канализаци хута кайĕ. Çак ĕç валли 160 пин тенкĕ уйăрнă. Çапах та пысăк ĕçсен шутне эпĕ Пăчăрлă Пашьел шкулĕн çивиттине цинкланă тимĕрпе витнине, Палтиелĕнчи вăтам шкулăн çил-тăвăл аркатнă çивиттине юсанине, Чукалти тĕп шкулăн çивиттине цинкланă тимĕрпе улăштарнине кĕртĕттĕм. Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта халĕ илемлĕ фойе тăваççĕ, спорт залĕнчи урай хăмисене те улăштараççĕ. Пуянкасси, Анат Чаткас вăтам шкулĕсенче классемпе коридорсене сăрланă, Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта та çак ĕç вĕçленсе пырать. Çывăх кунсенче Патирекри тĕп шкулта та сăрлама пуçлĕç, сăрăсем кирлĕ чухлĕ туяннă. Шкулсенчи котельнăйсене хутса ăшăтмалли тапхăр валли хатĕрлесе çитернĕ, халĕ çĕнĕ счетчиксем вырнаçтаратпăр. Пăчăрлă Пашьелпе Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕсенче электрооборудование тĕпрен çĕнететпĕр. Пĕрлех ача сачĕсенче те юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Чуна савăнтаракан тепĕр хыпар _ Карапай Шăмăршăри вăтам шкул валли физика кабинечĕ туянни. Часах кунти столовăй та çĕнĕ оборудованипе пуянланĕ. _ Вячеслав Михайлович, шкулсенче автобуссем çителĕклĕ-и? _ Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕн района тепĕр шкул автобусĕ килмелле. Хăш шкула парĕç ăна _ татса калаймастăп. Çакна палăртасшăн: шкулсене çĕнĕ вĕренỹ çулне тĕплĕн хатĕрлессишĕн район администрацийĕ нумай тăрăшать. Республикăран 1 миллион та 500 пин тенкĕ уйăрнăччĕ пулсан, ытти укçа пĕтĕмпех район бюджетĕнчен. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ кашни шкултах пысăк хавхаланупа, çутă та илемлĕ кабинет-классенче пуçланĕ тесе шантарсах калама пулать.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 июля 2007
00:00
Поделиться