Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кредит илни _ ял çыннишĕн çăмăллăх

 

"ШĂПЧĂК ыйхиллĕ", _ теççĕ халăхра Л.М.Инголов пек çынсем пирки. Лев Митрофанович ирпе ирех тăрать те, тĕттĕмленмесĕр çывăрма выртмасть. Çуллахи вăрăм кун, çĕр тĕрлĕ ĕç тумалла чухне ăçтан канса выртĕ-ха чăн-чăн хресчен? Мăшăрĕ _ Альбина та упăшки пекех харсăр. Ачисем _ Таньăпа Саша та ашшĕпе амăшне курса ĕçчен çитĕнеççĕ. Инголовсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Сăвакан ĕнесем кăна виççĕ. Лаша, вăкăрсем, пăрусем тытаççĕ. Арендăна илнĕ 11 гектара яхăн çĕр çинче сахăр чĕкĕнтĕрĕ, çĕр улми, пĕр çул ỹсекен курăксем çитĕнтереççĕ. Лев Митрофанович кăçал "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе 500 пин тенкĕ çăмăллăхлă кредит илнĕ. Çак укçапа кустăрмаллă трактор туяннă. _ Трактор хресчене çав тери кирлĕ, _ тет Л.Инголов. _ Утă çулма е турттарма, чĕкĕнтĕрпе çĕр улмине хиртен кỹме текех çынна тархасламăп. Инголов пек ĕçчен çынсем Асанкассинче тата та пур. Пĕр хăрамасăр çăмăллăхлă кредит илсе вите-хуралтăсем тăваççĕ е киввине çĕнетеççĕ, ăратлă выльăх туянаççĕ. Анат Чаткаса çул тытар-ха тата. Кунта та ырă тĕслĕх кăтартакансем чылайăн. Акă, Г.Новая 150 пин тенкĕ çăмăллăхлă кредит илсе кустăрмаллă трактор туяннă. "Восход" СХПКан юхăннă витине арендăна илнĕ те Новыйсем, юсаса выльăх усрама юрăхлă тунă. Тепĕр вите те илесшĕн, пăрусем усрама пуçласшăн. Фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ, хăйсене кирлĕ чухлĕ выльăх çими туса илеççĕ. Çак ялти В.Угасин вара 300 пин тенкĕ кредит илнĕ, вăл та кустăрмаллă трактор туяннă. Ултă ĕне выльăх, çирĕм пĕр сысна, лаша, хур-кăвакалпа чăх-чĕп йышлă усраççĕ. Е.Ильина 70 пин тенкĕ çăмăллăхлă кредит илсе вити-хуралтисене çĕнетме тытăннă. Шанатăп, картиш тулли выльăх усракан çемье кредитпа вăхăтра татăлатех. Районти хăш яла пырсан та эпĕ выльăх-чĕрлĕх нумай усракан çынсемпе тĕл пулса калаçма тăрăшатăп. Вĕсем нихăçан та: "ĕç çук, укçа сахал тỹлеççĕ",темеççĕ, пурнăç çине савăнăçпа та шанăçпа пăхаççĕ. Ĕçчен çынсен çурчĕсем те чаплă, кĕрекисем те тулли.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 июля 2007
00:00
Поделиться