Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Каçалăк уçрĕ алăк

 

РАЙОНТА пуринчен малтан вырма ĕçĕсем "Восход" ял хуçалăх кооперативĕнче пуçланчĕç. Виталий Воробьев ЖРБ жаткăпа пăрçа çулать. Хуçалăхра кĕрхи тулă 150 гектар йышăнать. Тырă лайăх çитĕннĕ, тирпейлĕ пуçтарса кĕртсен гектар пуçне 25-27 центнер тухмалла. Кĕрхи тулла Андрей Юнкеров, Владимир Курносов тата Николай Краснов комбайнерсем тỹрремĕнех вырса çапаççĕ. Хиртен йĕтем çине тырра Валентин Исаев КамАЗ автомашинăпа турттарать. Йĕтеме тата кĕлетсене тырă йышăнма лайăх тасатса хатĕрленĕ, сортировкăсем юсавлă. Вырма ĕçĕсем ытти хуçалăхсенче те сарăлсах пыраççĕ. Вĕсен 2062 гектар кĕр тыррисемпе 7059 гектар çурхи тырăсене пуçтарса кĕртмелле. Ăнăçу сунатпăр сире, çĕр ĕçченĕсем!



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 июля 2007
00:00
Поделиться