Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ỹс, илемлен, Хĕрлĕ Васан!

 

ХĔВЕЛ пек çиçекен хитре хĕрарăма район центрĕнче тĕл пултăм. Ваççа куккан хĕрĕ _ Зина иккен. Хамăр ялтан инçех мар вырнаçнă Хайпăла паççулккине качча тухрĕ те, унтанпа çулталăкра пĕрре-иккĕрен ытла курман. _ Саламла, асанне пултăм! _ савăнăçне пытараймасть Зина. _ Пĕчĕк хĕр пĕрчине Ксения ят патăмăр. Зинаида Васильевнăпа Василий Алексеевич Герасимовсем унччен пурăннă Хайпăла паççулкки халĕ çук ĕнтĕ, унти çынсем хулана е çывăхри Хĕрлĕ Васан паççулккине куçса кайнă. Герасимовсем Хĕрлĕ Васана чăн юлашкинчен куçнă, çĕр улмине кăçал та тăван ялĕнчех лартнă-ха. Ывăлĕ _ Сергей _ кỹршĕ Тутарстанри Турхан Упи ялĕнче тĕп ветеринари врачĕ пулса ĕçлет. Кинĕ _ Надя _ пекарньăра çăкăр пĕçерет. Чăннипех те савăнтăм Герасимовсемпе пĕрле. Юлашки виçĕ çул хушшинче çак ялта пĕр ача та çуралманччĕ-ха. Ача çурални _ пĕтĕм ялшăн пысăк савăнăç. Çирĕм пĕр килĕллĕ Хĕрлĕ Васанта паянччен хĕрĕх çичĕ çын пурăнатчĕ, Ксения Герасимова _ хĕрĕх саккăрмĕш. Ксения паççулккăра чи çамрăкки, чи ваттисем _ сакăр вунă çул тултарнă е унталла çывхаракан Е.Корчагина, М.Клементьева, А.Макарова, Д.Рябова тата Н.Алякин. Тахçан "малашлăхсăр" шутланнă ял çĕнелме тытăнни кăмăла çĕклет. Çуртсене çут çанталăк газĕ ăшăтать, вутă нуши текех никама та пăшăрхантармĕ ĕнтĕ. Ас тăватăп-ха, паççулккăра пурăнакансем тислĕк кирпĕччи те çапатчĕç, унпа кăмака хутса ăшăнатчĕç. Юлашки çулсенче çĕнĕ çурт-йĕр çавăракансем те курăнаççĕ. Ачаран пĕрле ỹснĕ юлташăм В.Корчагин кермен пек илемлĕ çурт лартнă хыççăн ыттисем те "çутталла" туртăнчĕç. Кăçал, акă, А.Поляков кирпĕчрен икĕ хутлă çурт хăпартса лартрĕ. Хĕл çитиччен ăшне те кĕресчĕ, тет. Хĕрлĕ Васан паççулккинче пурăнакансен тепĕр пысăк савăнăç та пур: Чăваш Республикин Президенчĕн Программипе килĕшỹллĕн, кăçал кунта çити çул тăваççĕ. Çĕрне хăпартнă ĕнтĕ, чул сарма та тытăннă. "Асфальт çул пулсан, вилме те кирлĕ мар", _ терĕ сакăрвуннăри Д.Смаева _ ялтилле каласан Тарье аппа. Хĕлле юр хỹсе каякан, çуркуннепе кĕркунне пылчăк çăрăлакан аякри пĕчĕк ялта çуралса ỹснĕ Чăваш халăх артисчĕ Г.Большаков: "Хам ватăличчен театр артисчĕсене илсе килсе, тăван ял-йыш валли çерем çинче пĕр-пĕр спектакль лартса парасчĕ", _ тетчĕ. Геннадий Арсентьевичăн ĕмĕчĕ тинех пурнăçланĕ: Хĕрлĕ Васана часах çăмăл автомашинăпа та чип-чиперех çитме пулĕ. Паççулккара пурăнакансем выльăх-чĕрлĕх усраса, çĕр улми çитĕнтерсе укçа-тенкĕ тăваççĕ. Ялта вун çичĕ лаша. Хур-кăвакалăн шучĕ те çук. О.Смаев фермерăн гусеницăллă трактор пур. Газпа çул çеç мар, часах яла ĕçмелли таса шыв та çитĕ. Хĕле кĕриччен кунта шыв башни вырнаçтарма палăртнă. Вулакан каçартăр та мана, тепĕр савăнăçа каламасăр чунăм чăтмасть. Кỹршĕри Тутарстанри Çĕнĕ Упи шкулне çак пĕчĕк паççулккăран вунă ача шкула çỹрет. Вĕсене М.Алякина хăйĕн лашипе леçет тата кайса илет. "Шкул лаши", теççĕ ачасем. Хĕллехи шартлама сивĕре çуна çине тăлăппа пĕркенсе лараççĕ те, пĕрре те шăнмаççĕ. Статьяна çырса пĕтерсе пăнчă лартас умĕн Анат Чаткас ял поселенине шăнкăравларăм. _ Анатолийпе Ирина Поляковсене "Ялăн социаллă аталанăвĕ" программăпа субсиди памалли списока кĕртрĕмĕр, _ пĕлтерчĕ ял поселенийĕн пуçлăхĕ Л.Петрова. _ Икĕ хутлă çуртне туса пĕтерме пысăк пулăшу пулĕ ку. Лариса Николаевна Хĕрлĕ Васанта пăралуклă виçĕ телефон, кĕсъе телефонĕсем вара вунна яхăн пулни çинчен пĕлтерни те савăнтарчĕ. Паççулккара компьютер туянакансем те пур, килĕренех _ тĕслĕ телевизор. Тĕттĕм мар эс, аякри пĕчĕк ял, малалла аталанса-илемленсе пырас шанăç та пысăк.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 июля 2007
00:00
Поделиться