Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Социаллă аталану, çурт-йĕр, бюджет...

 

АС ТĂВАТПĂР-ХА, 2006 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ Шăмăршă районне I степень Дипломпа тата Куçса çỹрекен Кубокпа наградăланăччĕ. Мĕнлерех ĕçлет-ха район кăçал, пĕрремĕш çур çул кăтартăвĕсем мĕн çинчен калаççĕ? Çак ыйтăва Шăмăршă район Пухăвĕн депутачĕсен эрне кун, июлĕн 20-мĕшĕнче пулса иртнĕ ларăвĕн кун йĕркине ахальтен кĕртмен. Кам мĕнле ĕçлет, кам унчченхи ỹсĕмсемпе лăпланса пурăнать е кăтартусене чакарнă _ район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ Э.Э.Жамкова пĕлтернинчен çакă аван курăнчĕ.

1. ПРОМЫШЛЕННОСТЬ

2007 ÇУЛХИ пĕрремĕш çур çулта районти предприятисем 6136 пин тенкĕлĕх е 2006 çулхи çак тапхăрти шайĕн 101 проценчĕ чухлĕ продукци туса кăларнă. Çав вăхăтрах Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕ пиломатериалсем туса кăларассине 18 процент, чỹрече блокĕсем туса кăларассине 54 процент, "Саид" ООО пиломатериалсем çурса хатĕрлессине 6,5 процент чакарнă. "Исток" ООО кăлпасси изделийĕсем, "Строитель" ООО пенобетон пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен сахалрах туса кăларнă.

2. ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ

КĂÇАЛХИ январь-июнь уйăхĕсенче районти ял хуçалăх предриятийĕсем пурĕ 178 тонна аш (101 проц.), 1207 тонна сĕт (106 проц.) сутнă. Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн çирĕплетсе панă плансене пур предприяти те пурнăçланă. Мĕнпур йышши хуçалăхсем 1247 тонна аш (109 проц.), 9108 тонна сĕт (107 проц.) туса илнĕ. "АПК аталанăвĕ" наци проектне пурнăçа кĕртме тытăннăранпа районти 746 хуçалăх пурĕ 101 миллион тенкĕлĕх, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 304 хуçалăх 46 миллион тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ. ЛПХ кредитне йĕркелемелли плана районĕпе 68,14 процент, Пăчăрлă Пашъел ял поселенийĕпе _ 45,15, Васан ял поселенийĕпе _ 53,23, Карапай Шăмăршă ял поселенийĕпе _ 92,18, Пуянкасси ял поселенийĕпе _ 84,35, Кивĕ Чукал ял поселенийĕпе _ 62,98, Палтиел ял поселенийĕпе _ 27,98, Анат Чаткас ял поселенийĕпе _ 78,26, Шăмăршă ял поселенийĕпе 80,42 процент пурнăçланă.

 3. СТРОИТЕЛЬСТВО

2007 ÇУЛХИ пĕрремĕш çур çулта строительство валли финанссен мĕнпур çăлкуçĕнчен 89,18 миллион тенкĕ, çав шутра районти тĕп больницăн реанимаципе хирурги уйрăмĕсене реконструкцилеме 11282 миллион, харпăр-хăй вăйĕпе çурт-йĕр çавăрма (4940 тăваткал метр) _ 53352 пин тенкĕ, çулсем тума _ 3915,12 пин, çулсене юсама тата тытса тăма _ 9334,96 пин, ялсене тирпей-илем кĕртме _ 494,02 пин, водопровод тума 7249 пин тенкĕ тăкакланă. Ултă уйăхра 4940 тăваткал метр (116,7 проц.) пурăнмалли çурт-йĕр хута янă.

4. СУТУ_ИЛỸПЕ ОБЩЕСТВĂЛЛА АПАТЛАНУ

ПĔРРЕМĔШ çур çулта халăха пурĕ 14,6 миллион тенкĕ (121 проц.) чухлĕ тỹлевлĕ пулăшу панă. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, халăха тỹлевлĕ çăмăллăхсем парассине районти тĕп больница, вĕрентỹ управленийĕ, "Коммунальник" МУП, Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕ ỹстернĕ, Шăмăршăри райпо вара кăтартусене чакарнă.

5. ĔÇ РЫНОКĔ ТАТА ĔÇПЕ ТИВĔÇТЕРЕССИ

ИЮЛĔН 1-мĕшĕ тĕлне районта ĕçсĕррисен йышĕ 141 çын шутланнă. Отчетлă тапхăрта 419 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Январь-июнь уйăхĕсенче 99 çынна обществăлла ĕçсене явăçтарнă, ĕçе вырнаçтаракан служба урлă 10 çын район тулашĕнче ĕçлеме пуçланă. Ĕçсĕр тăрса юлнисене пурĕ 1069,84 пин тенкĕ пособи тỹленĕ. Районта уйăхри вăтам ĕç укçи 5329 тенкĕпе танлашнă, 2000 çулхи шайран ĕç укçи 135 проц. ỹснĕ.

6. ДЕМОГРАФИ ЛАРУ_ТĂРĂВĔ

КĂÇАЛ районта 68 ача çуралнă, 162 çын вилнĕ. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 15 ача сахалрах çуралнă, 17 çын нумайрах вилнĕ.

7. НАЛУКСЕМПЕ ТỸЛЕВСЕМ

КĂÇАЛХИ пĕрремĕш çур çулта тĕрлĕ шайри бюджетсене социаллă нушасем валли 27046 пин тенкĕ (119,9 проц.) налуксемпе взноссем пырса кĕнĕ, çав шутра налуксем _ 14700 пин тенкĕ. Консилидированнăй район бюджетне январь-июль уйăхĕсенче 6718 пин тенкĕ налуксемпе тỹлевсем пырса кĕнĕ. Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне тĕрлĕ шайри бюджетсене налуксем кĕрессипе парăм 2487 пин тенкĕ шутланнă. Депутатсем Шăмăршă районĕн социаллă пурнăçпа экономики 2007 çулхи пĕрремĕш çур çулта аталанса пыни çинчен туса панă информацие шута илчĕç. КУН йĕркинчи иккĕмĕш ыйтупа _ нумай хваттерлĕ çуртсене 2007-2012 çулсенче тĕпрен юсас тĕлĕшпе туса хатĕрленĕ программа çинчен район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ Э.Э.Жамкова тухса калаçрĕ. Программăна пурнăçлама мĕнпур çăлкуçсенчен 33030 пин тенкĕ, çав шутра федераллă бюджетран _ 12220 пин тенкĕ, Чăваш Республикин бюджетĕнчен _ 17117 пин тенкĕ, вырăнти бюджетсенчен _ 2040 пин тенкĕ, бюджет тулашĕнчи çăл-куçсенчен 1653 пин тенкĕ уйăрма пăхнă. Çакă 1285 гражданинăн пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, çурт-йĕр фончĕ кивелнине 30 процент чакарма май парĕ. Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ çак программăна çирĕплетсе хăварчĕ. Ларура "Шăмăршă районĕн 2007 çулхи бюджечĕ пĕрремĕш çур çулта мĕнле пурнăçланни çинчен" район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Е.П.Кудрявцева каласа пачĕ. Депутатсем çак информацие тупăшсем енĕпе 86489758,39 тенкĕпе, тăкаксем енĕпе 80099542,68 тенкĕпе шута илчĕç. Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ тăваттăмĕш ыйтупа Шăмăршă районĕн Уставне хăш-пĕр улшăнусем кĕртрĕç. Ларура район пуçлăхĕ В.П.Фадеев сăмах илчĕ, район пурнăçĕнчи çивĕч ыйтусене çĕклерĕ. Район бюджетне пурнăçласси кашни ĕç коллективĕ, кашни ял поселенийĕ тỹрĕ кăмăлтан тăрăшса ĕçленинчен килнине палăртрĕ вăл. Илемлĕ, тирпейлĕ пурăнма вĕренмелле, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен район çине шанса пурăнмалла мар. Урамсенче тата обществăлла вырăнсенче хыт-хура ашкăрса ỹсни, çулсем шăтăк-путăклă пулни ял ятне ярать. Нивушлĕ йĕрке тума çав таранччен йывăр-ши? Ялсенче пуçаруллă çынсем сахал мар, халăхпа ĕçлемелле, пĕр чĕлхе тупмалла. Çĕр илсе ĕçлес текенсене чăрмантармалла мар, пур енлĕн пулăшмалла. Валерий Петрович çавăн пекех ял çыннисене çăмăллăхлă кредит парас, çамрăк специалистсене ялта çирĕплетсе хăварас, пурăнмалли çурт-йĕр тума е туянма пулăшас ыйтусене те çĕклерĕ. "Кашни кун мĕнле те пулин ырă ĕçпе паллă пулса юлтăр, _ терĕ район пуçлăхĕ. _ Тăван Шăмăршă тăрăхĕ тирпейлĕ те илемлĕ пулсан, çынсене ĕçпе тивĕçтерсен, усăллă канма майсем туса парсан халăх пире тав сăмахĕ çеç калĕ". Ырă йăлапа, района 2006 çулхи ĕçри çитĕнỹсемшĕн панă Кубок хальхинче Васан ял поселенине куçрĕ. Район Пухăвĕн депутачĕсен ларăвĕн ĕçне Чăваш Республикин Президент Администрацийĕн вырăнти самоуправлени органĕсемпе ĕçлекен консультанчĕ Ю.В.Чернов хутшăнчĕ, сăмах тухса каларĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
25 июля 2007
00:00
Поделиться