Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шкул ачасене кĕтет

Шкул ачисен каникул пулсан та, Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта вĕренекенсем тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланине курма пулать. Акă, вĕренỹ çурчĕ патне çывхарса пынă май, хĕрачасемпе арçын ачасем матиксемпе çум-курăксене тасатнине асăрхарăм. Пахчара кăна мар, картасем хĕрринче ашкăракан курăксене те кăкласа тăкаççĕ. Иккĕмĕш кил яланах таса та тирпейлĕ пултăр тесе тăрăшаççĕ кунта. Иртен-çỹрен те шкул еннелле сивĕ куçпа ан пăхтăрччĕ тесе чунĕсене парса вăй хураççĕ вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, шкулăн ытти ĕçченĕсем. Шкулта чылайранпа ĕнтĕ ачасен "ООН" ĕç бригади ĕçлет. Ăна йĕркелекенĕ _ директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ В. Хорькова. Вера Васильевна каласа панă тăрăх, ачасен ĕç бригади çуллахи виçĕ уйăхра канма пĕлмесĕр тăрăшать. Маттур ачасем Шăмăршă ял поселенийĕн территорийĕнче, вăрман хуçалăхĕнче, шкул таврашĕпе пахчара ĕçленĕ, халĕ те ĕçлеççĕ. Хĕрачасемпе арçын ачасем ỹркенменрен, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, кишĕр-сухан йăранĕсем тап-таса. 0,60 гектар йышăнăкан шкул пахчинче хĕрлĕ, сарă, кăвак, кĕрен чечексем те питĕ нумай. Улма йывăççисем те кăçал пысăк тухăçпа савăнтарасси куç кĕретех, турачĕсем йышлă панулмийĕсене йăтаймасăр çĕре çитиех авăнса тăраççĕ. В.Хорькова 85 вĕренекен "Хĕвел" кану лагерĕнче канни çинчен те каласа кăтартрĕ. Ачасем хаваспах шкулта йĕркеленĕ лагере çỹренĕ. Вĕсемпе кунта тĕрлĕрен вăйăсем, викторинăсем, ăмăртусем ирттернĕ. Паллах, пĕрремĕш вырăнта хĕрачасемпе арçын ачасен сывлăхне тĕреклетесси пулнă. Çавăн пекех йывăр шăпаллă çемьесенчи ачасем валли "Улыбка" кану лагерĕ те ĕçлет. Виçĕ сменăна пайланать вăл. Кашни сменăрах 15-шер ача. Вĕсемпе вара Н. Петрова "хуçа". Шкул автобусĕ яланах юсавлă пулни те савăнтарать. Ульяновск, Шупашкар хулисене экскурсие илсе кайса килнĕ, Ульяновск облаçĕнчи Ундорăра, Чулхула облаçĕнчи Дивеевăра та пулнă. Асăнмалăх вырăнсене çитсе курни ачасен асĕнче нумайлăха юласса шанас килет. Вĕсем Астрахань хулинче _ Раççейри интернационалла клубсен фестивальне каяççĕ. Çу кунĕсем вара сисĕнмесĕрех иртсе пыраççĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленсе, сахал мар ĕç тума палăртнă Шăмăршă шкулĕнче. Шкул директорĕ Л.Н.Иванова пĕлтернĕ тăрăх, канализацие туса пĕтернĕ. Çавна май туалетсене те йĕркене кĕртнĕ. Çакна пурнăçлама шкул укçипе усă курнă. Пушар сигнализацине тăвасси те вĕçленнĕ. Халĕ вара шкулăн кивĕ çуртĕнчи электропралуксене улăштараççĕ. Ку ĕçе Патăрьелĕнчи ВДПО ĕçченĕсем пурнăçлаççĕ. Унсăр пуçне, ашшĕ-амăшĕсем пулăшнипе классенче юсав ĕçĕсем тăваççĕ: чỹрече рамисене, партăсене, урайсене сăрлаççĕ. Коридорти ăшă паракан батарейăсене те сăрлама палăртаççĕ. Çĕнĕ çуртра спорт залĕн урайне çĕнĕрен сармалла, ăшăтакан батарейăсен йышне ỹстермелле. Паллах, юсав ĕçĕсене вăхăтра туса пымасан, мĕнле чаплă çурт та юхăнса кайма пултарать. Çакна шкул ĕçченĕсем лайăх ăнланаççĕ. Шкулта вĕренсе тухса кайнисем вырăнне пĕрремĕш класа çĕнĕ ачасем килеççĕ. Кăçал шкул алăкне пуçласа 46 ача уçса кĕрĕ, вĕсем икĕ класс пулĕç. 10 класа вĕренме килекенсене кăçал та тĕрлĕ профиле тĕпе хурса вĕрентĕç. Ултă направленипе ăс пухĕç вĕренекенсем. Вĕсенчен иккĕшĕ лицей классĕнче пулĕç: социаллă-гуманитарлă тата физикăпа математика профилĕсем. Аслă вĕренỹ заведенийĕсемпе килĕшỹ тунине те палăртса хăварчĕ шкул директорĕ. Апла пулсан, шкул сакки çинчен кайсан, аслă пĕлỹллĕ пулас шанчăк, тăрăшсассăн, нумайăшĕн пулĕ. Патăрьелĕнчи СПТУпа та килĕшỹ пур. Шкула çĕнĕ вĕрентекен те килмелле. Вăл _ информатикăпа вĕрентекенĕ А.Убасева. Алена Викторовнана çăмăл мар ĕçре ăнăçу сунмалли çеç юлать. Кунта çĕр улшăннă май, çанталăк çулла пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн кĕр еннелле пусса пырать. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ çывхариччен вăхăчĕ пур-ха. Анчах вăл сисĕнмест те. Хаваслă кану хыççăн каллех партăсем хушшине, тăрăшса вĕренме, ăс пухма ларĕç ачасем.



"Шăмăршă хыпарĕ"
25 июля 2007
00:00
Поделиться