Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кредит кооперативĕ: малтанхи утăмсем, умри тĕллевсем

 

ШĂМĂРШĂРА ял хуçалăх потребителĕсен ыйтăвне тивĕçтерекен "Шемурша-Согласие" кредит кооперативĕ пурри çинчен районта пурăнакансенчен хăшĕсем, тен, илтмен те пулĕ. Пур çакнашкал кооператив. Пĕлтĕрхи декабрĕн 24-мĕшĕнчех уçăлнă вăл, "Шанс" ООО кантурĕнче вырнаçнă. Çак кунсенче пирĕн корреспондент унăн ертỹçине В.Еремеевпа курса калаçнă. _ Валерий Петрович, мĕнле тĕллевпе йĕркеленнĕ-ха сирĕн кооператив? _ Ку ыйтăва пурнăç хăй кăларса тăратрĕ тени _ пĕрре те ỹстерсе калани мар. Пирĕн кооператив коммерцилле мар организаци шутланать, вăл республикăри ял хуçалăх потребителĕсен ыйтăвне тивĕçтерекен "Согласие" кредит кооперативĕн тата Чăваш Республикинчи "Чувашкредитсоюз" кредит кооперативĕн членĕ шутланать. Кооператив _ юридици сăпатлă, унăн хăйĕн баллансĕ, расчет тата ытти счечĕсем пур. Халĕ _ сирĕн ыйту пирки. Пирĕн тĕп тĕллев _ кооператив членĕсене укçа-тенкĕ парса пулăшасси. _ Эппин, эпĕ ăнланнă тăрăх, кредит илес текенсен кооператив членĕ пулмалла? - Тĕрĕс. "Агропромышленность комплексне аталантарасси" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, уйрăм тата юридици сăпатлă, займ илес текен çынсем кооператив членĕсем пулма пултараççĕ. Ку шута ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсем, харпăр-хăй хушма хуçалăх тытакансем, фермерсем т. ыт. те кĕреççĕ. _ Кооператив членĕсем тетĕр-ха та... _ Ун членĕ пулас тесен, малтанхи (вступительный) тата обязательнăй взноссем тỹлемелле. _ Енчен те çын займ илме шутларĕ пулсан? _ Чи малтанах палăртнă формăпа заявлени çырмалла, пурлăхпа усă курнине çирĕплетекен документсен копине, ИНН свидетельствин копине, страховани свидетельствин копине тăратмалла. Ытти докуменсем пирки вырăнта тĕплĕн ăнлантарса паратпăр. Мĕншĕн тесен, хăшĕсем ку тĕлĕшпе чухласах каймасса та пултараççĕ. Займа вăхăтра тата пĕтĕмпех тỹлесе татма шантарни (обязательство) _ тĕп условисенчен пĕри. Çак шутах пурлăха саклата хывни те кĕрет. Çакна ятарлă документсемпе çирĕплетмелле. Салука хуракан пурлăх хакĕн коэффициенчĕ займ суммин 1,6 виçипе танлашать. Займ илекенĕн поручитель пулмалла, вăл займ договорĕшĕн яваплă шутланать. Кунта çакна та каласа хăвармалла: займ иличчен договор тăрăх илекен займ виçи чухлĕ страхланмалла. Тепĕр самант. Енчен те 30 пин тенкĕлĕх займ илес тесен, 2 поручитель, 50 пин тенкĕ таран _ 3 поручитель кирлĕ,кун пек чухне пурлăха салука хумаççĕ. Енчен те займ виçи 50 пин тенкĕрен иртсен, 3 поручитель тата пурлăха салука хуни кирлĕ. _ Валерий Петрович, эсир субсидисем те паратăр, теççĕ. _ Никама та чару çук. Ăна çунтармалли-сĕрмелли материалсем, ял хуçалăх техникине юсама запас пайсем, минераллă удобренисемпе гербицидсем, выльăх апачĕ, ветеринари препарачĕсем туянма паратпăр. Мĕнле документсем кирлĕ _ пирĕн пата пырăр, хамăрах тĕплĕн ăнлантаратпăр, пулăшатпăр та. _ Япалан виçи пур, теççĕ... _ Ăнлантăм. Займ виçи кооперативăн пĕрлехи пухăвĕ бухгалтери баллансне тĕпе хурса йышăннă суммăран 10 процент ытла пулмалла мар. _ Валерий Петрович, халĕ кредит-субсиди таврашне ытти банксенче те параççĕ-ха, та... _ Пасар (рынок) тапхăрĕнче конкуренци кирлех. Çынсем пĕлеççĕ пулĕ ĕнтĕ: банкран кредит илес тесен, сахал мар чупма, хаклă вăхăта çухатма тивет. Пирĕн патăмăрта вара, маларах асăнтăм, питĕ ансат. "Агропромышленность комплексне аталантарасси" наци проекчĕн рамкисемпе килĕшỹллỹн, займăн процент ставки çулталăкра пурĕ те 15 процентпа çеç танлашать. Кивçене маларах та тỹлесе татма пулать. Займ илес текенсен ыйтăвне кĕске вăхăтрах _ тивĕçлĕ документсем тăратнă хыççăн виçĕ кунран татса паратпăр. Ку _ мухтанни мар. Пирĕнпе ĕçлес текенсем тупăнсах тăраççĕ,хаçатри çак материал хыççăн вĕсен йышĕ татах ỹсессе шанас килет. Паянхи куна илес пулсан, пилĕк уйрăм çын кредитсем илчĕç те ĕнтĕ. _ Валерий Петрович, "Согласие" _ чăвашла _ килĕшỹ. _ Çакна тĕпе хуратпăр та ĕнтĕ. Пирĕн тĕллев _ клиентсемпе килĕштерсе ĕçлесси.



"Шăмăршă хыпарĕ"
25 июля 2007
00:00
Поделиться