Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кăçал та ĕçлĕпĕр хирте - чакман-ха вăй-хăват пирте

 

ĔМĔРЕ машина-трактор, комбайн рулĕ умĕнче ирттернĕ механизаторшăн тăван уй-хирсенчен хакли мĕн пур-ши? Тарпа тăварланнă кашни лаптăках яланах куç умĕнче, ĕмĕрех асра. Вăхăтĕнче уй-хиртен тырă сахал турттарман-и, элеватора кунне темиçешер рейс туман-и, сухаласа акман-и, ылтăн тыр-пула пухса кĕртмен-и вара? Ĕçре нихăçан та кайрисен шутĕнче пулман. Атте те, Аслă Отечествелла вăрçă инваличĕ, колхозри чи ăста механизаторсенчен пĕри пулнă. Çĕре юратас, ăна хисеплес туртăм мана, шăллăмсене - Федяпа Толяна та _ шăпах унран куçрĕ пулас. Йăмăксен мăшăрĕсем те - механизаторсем. _ Кăвапăра çĕрпе çыхăнтарăр, - тетчĕ вăл яланах. _ Ял ачин хресчен туйăмне çухатмалла мар. Руль умне ларнăранпа çулсем сахал мар иртрĕç ĕнтĕ: çур аки хыççăн çур аки, вырма хыççăн вырма пайтах улшăнчĕç. Тивĕçлĕ канăва тухсан та чун каллех техника патне, уй-хирех туртăнать. Механизаторшăн çакă ĕмĕрлĕхех чун-чĕрене кĕрсе вырнаçнă пулас... Халĕ, самани улшăнчĕ те, çамрăксем трактор-комбайнпа питех ĕçлесшĕн мар, вĕсене ытларах "вăрăм укçа" илĕртет. Акса хăварнă тыр-пула камăн та пулин пухса кĕртмеллех вĕт-ха - унсăрăн сĕтел çинче çăкăр пулас çук. Çавăнпа кăçал та, "Карлинская" Агрофирма" ЗАО ертỹçисем "уй-хир карапĕн" штурвалĕ умне лармăн-и тесен, турткаланса тăмарăм, пĕр сăмахсăрах килĕшрĕм. Каллех атте сăмахсем аса килчĕç: "Кăçал та ĕçлĕпĕр хирте _ чакман-ха вăй-хăват пирте". Хама пулăшакан пулма хамăр ял çыннинех Г.Волкова суйласа илтĕм. Тăрăшуллă, ỹркенмен çын. Унпа "уй-хир карапне" кĕске вăхăтрах "ишеве" хатĕрлесе çитертĕмĕр _ паян тесен паян вырма каçалăкне уçма хатĕр. Çĕнĕ тухăç - сулмаклă пучахсем _ çĕр ĕçченĕсене хирте кĕтеççĕ, хăйсене вăхăтра, çухатусăр пухса кĕртме ыйтса пуçĕсене таяççĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
25 июля 2007
00:00
Поделиться