Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тăвалла утма çăмăл мар

ЯЛ ХУÇАЛĂХĔНЧИ савăнтаракан хыпарсене илтме кăмăллă. Акă, çĕнĕ техника туяннинех илер. Кăçал "Канаш" фермер хуçалăхĕ прицеплă КамАЗ, "Патриот" потребительсен кооперативĕ _ МАЗ (самосвал), ГАЗ-"Валдай", сĕт турттаракан УАЗ автомашинăсем, "Исток" ООО погрузчиклă МТЗ-82 трактор, "Союз" потребительсен кооперативĕ _ прицеплă КамАЗ автомашина, "Агродор" ООО _ сенажа полиэтиленпа чĕркекен комплекс тата МТЗ-1221 трактор, "Миха" фермер хуçалăхĕ _ пресс-подборщик, ГВР-6 кĕрепле туяннă. Çак çĕнĕ техникăна çăмăллăхлă кредитпа е лизинг майĕпе илнĕ. Районти ял хуçалăх предприятийĕсем çĕр пулăхне ỹстерес тĕлĕшпе те ĕçлеççĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта вĕсем 489 тонна азотлă тата 354 тонна кăткăс удобренисем, 200 тонна фосфор çăнăхĕ туяннă, пурне те тăпрана хывнă. Чăнах та, ял хуçалăхне çĕклеме çăмăл мар, тăвалла утма яланах йывăр. Çапах та районти ял ĕçченĕсем аллисене усмаççĕ. Çĕр ĕçĕнче те, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те ỹсĕм тăвассишĕн вăй-халĕсене шеллемеççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 июля 2007
00:00
Поделиться