Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Районти чи ватă çын _ 104-ра

 

КИВĔ ЧУКАЛТА пурăнакан Ольга Андреевна Чамеева çак кунсенче 103 çул тултарса 104 çула пусрĕ. Пурнăçра хурапа шурра нумай курнă вăл, мăшăрĕпе 8 ача çуратнă. Çиччĕшĕ тĕрлĕ çулсенче çĕре кĕнĕ, Улька аппа халĕ Николай ывăлĕпе Юрий мăнукĕн çемйинче пурăнать. Пĕтĕмпе вара Улька аппан 13 мăнук, мăнукĕсен те ачисем йышлă. Çулĕсем нумай пулин те, О.А.Чамееван ăс-тăнĕ арпашман-ха, 70-80 çул каяллине те лайăх астăвать. Вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем районта тата та пур. Акă, Асанкассинчи Т.М.Игнатьевапа Ф.Х.Губейдуллина та 94 çула пуснă. Арçынсенчен чи ватти _ Шăмăршăра пурăнакан 97 çулхи П.И.Гультяев.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 июля 2007
00:00
Поделиться