Илемленеççĕ ялсем
ПУЯНКАССИ ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Н.Алексеев 2007 çула Ача çулĕ тесе çеç мар, çĕнĕ çурт-йĕрпе асфальт çулĕ тесе те шутлать. Виталий Никандрович хăйĕн сăмахне тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ. Акă, Пуянкассинче Е.Гордеев, В.Осипов, Г.Петров, Виçпỹрт Шăмăршăра А.Гладков, В.Семенов, Кахăрлă Шăхалĕнче В.Ефимов, О.Пушкин, Хайпăлара В.Васильев, В.Данилов, В.Герасимов кăçал кермен пек илемлĕ çуртсем хăпартса лартнă. Хăшĕ-пĕри ăшне те кĕнĕ ĕнтĕ, теприсем кĕркуннеччен çуртне туса пĕтересшĕн. Çурт лартма строительство материалĕсем туянакансем те сахал мар. Кăçал Пуянкассинче 1 километр, Кахăрлă Шăхалĕнче 0,5 километр асфальт сарнă. Виçпỹрт Шăмăршăра та çул тума палăртнă. Хайпăласем вара пĕлтĕртенпех асфальт çулсемпе савăнса пурăнаççĕ. Пенсисем, пособисем... КĂÇАЛХИ июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта тĕрлĕ пенсисемпе пособисем илсе тăракансен йышĕ 6489 çын шутланнă, вĕсене 73257,759 пин тенкĕ тỹленĕ. Çав шутра пенси укçи _ 62253 пин тенкĕ. Пĕлсе тăма: районта хальхи вăхăтра 4637 пенсионер шутланать, ача пособийĕ илекенсем - 2039 çын.