Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Фермерăн агроном та, инженер та, ветеринар та пулмалла..."

 

ПАТИРЕКРИ Р.П.Севрюгин фермер патĕнче районти ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем те, килти хушма хуçалăхсен хуçисем те пулса курчĕç. "Чăн-чăн хресчен!" - терĕç вĕсем Радик Петрович пирки. Картиш тулли - выльăх-чĕрлĕх, пахчара - речĕпех вĕллесем, арендăна илнĕ 12 гектар çĕр çинче тухăçлă çĕр улмипе сахăр чĕкĕнтĕрĕ çитĕнеççĕ. Р.П.Севрюгинпа çак кунсенче тепĕр хут тĕл пулса калаçрăм. Мĕнлерех ĕçлет-ха паян "Гео" фермер хуçалăхĕ, йывăрлăхсем умĕнче çухалса кайман-и? _ Аптăрамастпăр-ха, пурăнасчĕ, аталанасчĕ тетпĕр, _ пĕлтерчĕ Радик Петрович. _ "АПК" аталанăвĕ наци проекчĕпе çăмăллăхлă кредит илме документсем хатĕрлетĕп. Каларăмăр ĕнтĕ, "Гео" фермер хуçалăхĕн 12 гектар çĕр пур. Çак лаптăк çинче 3 гектар çĕр улми (çав шутра 1 гектарĕ _ "невский" сорт), 1 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ, 2 гектар нумай çул ỹсекен курăксемпе 1,5 гектар пĕр çул ỹсекен курăксем çитĕнтерет. Ыттине хура пусă валли хăварнă. Радик Петрович, профессийĕпе агроном пулнă май, таса пусă хăварни çум курăксемпе кĕрешме, çĕр пулăхне ỹстерме пулăшать тесе çирĕплетет. Гербицитсемпе пĕрре те усă курмасть пулин те, унăн çĕр улмипе чĕкĕнтĕр уйĕсем таса. Çĕр улми шап-шурă çеçкере, чĕкĕнтĕр çулçисем те хупах пек лапсăркка. Тухăç пысăк пуласса кĕтме пулать. Фермер хуçалăхĕнче 2 пуç ĕне, 2 пуç пăру, 10 пуç "белая крупная ăратлă сысна (4 ами çăвăрланă, 50 ытла çура тунă) усраççĕ. Пахчари утарта пыл шăрши сарăлнă _ Севрюгинсем вĕлле хурчĕсем ĕрчетессипе районта та чи лайăх ĕçлекенсен шутĕнче. _ Хамăртан ытлашши аш-какайпа сĕте, пыла сутатпăр, _ терĕ Р.П.Севрюгин. _ Çĕр улмипе сахăр чĕкĕнтĕрĕ те тупăш кỹреççĕ. Çак тупăш выльăх-чĕрлĕх хуралтисене çĕнетнĕ çĕре каять, техника та туянатпăр. Хальлĕхе манăн Т-16 трактор çеç, хăватлăраххине илмелле. Груз турттаракан автомашина туянма та ĕмĕтленетĕп, çак тĕллевпех çăмăллăхлă кредит илесшĕн. Радик Петровичăн шухăшĕпе, паянхи фермерăн агроном та, инженер та, ветеринар та пулмалла. Пĕлĕве пĕрмай ỹстерсе пымалла, кирлĕ литература вуламалла. _ Пирĕн тăрăхра мăйракаллă шултра выльăхсем ытларах ĕрчетме тăрăшмалла, _ тет фермер. _ Çаплах сыснасене те манмалла мар, какай хакĕ ỹсетех тесе шутлатăп. Потребитель кооперативĕсем ĕçлесе кайсан, продукцие ăçта вырнаçтарас ыйту та татăлĕччĕ. Паян варв çак нуша пуç çине арман чулĕ пек пусса тăрать. Чăн-чăн хресченпе калаçса ларма та кăмăллă. Пурнăç çине шанăçпа пăхать вăл, йывăрлăхсем вăхăтлăха кăна тесе шутлать. Р. П. Севрюгин пек фермерсене "çĕр хуçисем" теме пулатех.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 июля 2007
00:00
Поделиться