Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çĕкленеççĕ çĕнĕ çурт-йĕрсем...

 

 ЮЛАШКИ пилĕк-ултă çул хушшинче Шăмăршăри Ленин урамĕ палламалла мар çĕнелсе улшăнчĕ, илемленчĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин та çак урамри Матвеевсен çуртĕнче пулса курнăччĕ, çамрăк çемьене телей те юрату суннăччĕ. Кăçал Ленин урамĕнче 15 хваттерлĕ тепĕр илемлĕ çурт çĕкленчĕ. Заказчикĕ _ Шăмăршă ял поселенийĕн администрацийĕ, подрядчикĕ _ "Строитель" ООО. Çак çурта республикăн "Граждансене кивĕ тата авариллĕ çурт-йĕрсенчен çĕннисене куçарасси" программипе килĕшỹллĕн тăваççĕ. Çурта купаласа тăррине витнĕ ĕнтĕ, кăçалхи тăваттăмĕш кварталта ăна хута яма та палăртнă. Хальлĕхе 8 миллион та 100 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Çивитти пурри лайăх: хуть те мĕнле çанталăкра та объектра ĕç чарăнса лармасть. Шăмăршăра çеç мар, ялсенче те çĕнĕ çуртсем сахал мар çĕкленеççĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта харпăр-хăй вăйĕпе 4 пин те 940 тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр туса лартнă. Кĕркуннеччен тата та нумай çурт çĕкленĕ-ха, пирĕн халăх харсăр та ĕçчен пулнине республикăра тата ун тулашĕнче аван пĕлеççĕ. Кермен пек илемлĕ çуртсем, асфальт сарнă çулсем, çут çанталăк газĕ, шыв пăрăхĕсем... Çĕнелет, илемленет, пуянланать çулсерен Шăмăршă районĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Раççей ял хуçалăх министрĕ А.Гордеев пирĕн патăрта пулнă чух çапла каланăччĕ: "Пенсие тухсан пĕр-пĕр илемлĕ тăрăха, сăмахран, Шăмăршăна, куçса килсе пурăнас килет. Кунти çутçанталăка, çынсене юратса пăрахрăм!" Мĕнех, министра эпир хапăл тусах кĕтетпĕр. Халăхăн ырă йăлипе, ниме пуçтарса Алексей Васильевича çурт та лартса парăпăр. Кăмăлĕ пулсан, сад ĕрчеттĕр, пулла çỹретĕр, Шăмăршă тăрăхĕнчи çутçанталăк чаплă курортрисенчен кая мар илемлĕ пулнине хăйĕн куçĕпе курса ĕнентĕр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 июля 2007
00:00
Поделиться