Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Улми те пур, тырри те...

 

 "КАРЛА" фермер (хресчен) хуçалăхĕ районта лайăхисенчен пĕри шутланать. Ял хуçалăх культурисем туса илес тĕлĕшпе ĕçлет вăл, çав вăхăтрах кунта выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те вăй илсех пырать, ăна малашне тата анлăрах çул парасшăн. Хальхинче хуçалăх ертỹçипе Г.Макаровпа калаçу уй-хир пирки пычĕ. _ Акса-лартса хăварнă культурăсем хальлĕхе начар мар çитĕнеççĕ, _ терĕ Геннадий Николаевич. Ун сăмахĕ тĕрĕс пулни хире тухсан та лайăх курăнать. Акă, çĕр улминех илер. 35 гектар çине лартса хăварнă. Вăрлăхсем те чи лайăххисем пулнă, çĕнĕ сортсем те пур. Йăрансене темиçе хут та кăпкалатса тухнă. Минераллă удобренисемсĕр пысăк тухăç илме май çуккине тĕпе хурса, лаптăка 1 гектар пуçне 4 центнер таранах минераллă удобренисемпе апатлантарнă. Ку ĕçе фермерăн тăван шăллĕ Виталий агротехникăна çирĕп пăхăнса пурнăçланă иккен. Тĕштырăсем те пур хуçалăхра. Вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ _ 150 гектар. Ахăртнех, урпапа тулă малтан палăртнă чухлех тухăç параймĕç те-и _ мĕн тăвăн, çанталăкпа çапăçаймăн вĕт... Вĕсене те кунта лайăх пăхса тăраççĕ. Минераллă удобренисемпе акса хăварнăскере, Виталий Макаров гербицидсемпе пĕрĕхсе тухнă. Çавăнпа лаптăксем çум курăкран таса. Шел, сахăр кăшманĕ тĕлĕшĕнчен ăнманни хытах пăшăрхантарать ăна: малтанласа çанталăк ытла шăрăх тăнăран вăрлăх кирлĕ пек шăтса тухайман. Юлашки çумăрсем хыççăн курăнкалакан калчасенчен кăна тухăç илессе кĕтме çук. "Карла" фермер (хресчен) хуçалăхĕ вырмана та хатĕрленет. Юсавлă комбайна уй-хире кăçал та фермерăн шăллĕ _ Виталий илсе тухĕ. Тырă турттарма техника пур, çĕнĕ тухăçа тасатмалли тата упрамалли вырăнсем те хатĕр.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 июля 2007
00:00
Поделиться