Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăмăршă ачисем _ Раççейри кĕмĕл призерсем

 

Районта спорт юхăмĕ, уйрăмах футбол аталанса, вăй илсе пыни савăнтарать. Нумаях пулмасть кăна-ха шăмăршăсен "Колосок" команди республикăра çĕнтернĕччĕ, Раççей шайĕне пулса иртекен турнира хутшăнма право çĕнсе илнĕччĕ. Пысăк пĕлтерĕшлĕ асăннă ăмăрту кăçалхи июлĕн 6-12-мĕшĕсенче Краснодар крайĕнчи Ейск хулинче пулса иртнĕ. Унта та ăнăçлă вылянă "Колосок", финалти вăйăсене хутшăннă 12 команда хушшинче иккĕмĕш вырăна йышăнса кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ. Кунсăр пуçне командăна спорт форми парса та савăнтарнă. Çакă та кăмăллă: командăри Анатолий Хафизова турнирти чи лайăх çурма хỹтĕленсе вылякан тесе йышăннă. Çавăн пекех, команда тренерĕ С.Хафизов Руслан Низамов вратарь, Тимур Алимов хỹтĕленсе вылякан, Саша Захаровпа Дима Смирнов тапăнса вылякансен ăсталăхĕ пысăк пулнине те палăртса хăварчĕ. Командăна инçе çула кайса килме Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Единая Россия" парти фракцийĕн членĕ В.Ермолаев спонсор пулса пулăшнă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 июля 2007
00:00
Поделиться