Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Çумăр çăвать вĕт-ха, ăçтан ĕçлер?" _ тесе лăпланса пурăнаççĕ х&#259

 

 ШĂМАТ КУН район администрацийĕнче анлă канашлу иртрĕ, унта хуçалăхсен ертỹçисемпе фермерсене чĕннĕччĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту _ выльăх апачĕ хатĕрлессине хăвăртлатасси, вырма ĕçĕсене пур енчен те тĕплĕн хатĕрленнипе кĕтсе илесси. Канашлура район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Н.Никифоров районта выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç мĕнле пынипе тĕплĕн паллаштарчĕ. Планпа 2900 тонна утă, 4100 тонна сенаж хатĕрлемелле пулсан, хальлĕхе 1784 тонна (62 проц.) утăпа 600 тонна (12 проц.) сенаж çеç хатĕрленĕ. Нумай çул ỹсекен курăксене пĕрремĕш хут çулассине тахçанах вĕçлемеллеччĕ ĕнтĕ, 700 гектара яхăн çулман-ха. Утă хатĕрлесси "Искра" (28 проц.), "Исток" (25 проц.) тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсенче уйрăмах çителĕксĕр пырать. Сенаж хывма пурĕ те икĕ хуçалăхра çеç пуçăннă. Вăхăт вара васкатать, вырма ĕçĕсем пуçлансан выльăх апачĕ хатĕрлеме техника та, çын та çитмĕ. Хуçалăхсенче 2062 гектар кĕр тыррисемпе 7059 гектар çурхи тырăсене пуçтарса кĕртмелле. Чи çивĕч ыйту _ комбайнерсем çитменни. "Шанс", "Искра", "Мир" хуçалăхсенче механизатор кадрĕсене тупас тĕлĕшпе васкамалла. Ватă трактористсемпе комбайнерсем тивĕçлĕ канăва каяççĕ, вĕсене улăштарма çамрăксем килесшĕнех мар. Апла пулсан, ĕçшĕн тỹленĕ çĕрте татăклă улшăну тумалла, çĕр тенкĕ шеллесе пин тенкĕ çухатас марччĕ. Кăçалхи вырма йывăр иртесси халех паллă. Нумай хирсем çум курăклă, комбайнсемпе тỹрех вырса çапма май çук. Хуçалăхсенче мĕнпур тахникăна тĕплĕн юсаса хатĕрлемелле, пĕчĕк вак-тĕвек те вырмара пысăк пăтăрмах патне илсе çитерме пултарать. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем те халех тупмалла, ку тĕлĕшпе кредит йĕркелеме тăрăшмалла. Чăнах та, хакĕсем "çыртаççĕ". "Чăвашнефтепродукт" ОАО 76-мĕш маркăллă бензинăн пĕр литрне 14 тенкĕ те 25 пуспа, çуллахи дизель топливине 12 тенкĕ те 95 пуспа сутать. Ним те тăваймăн, мĕн хак пулсан та туянмаллах. Тар тăкса çитĕнтернине юр айне хăвараймăн. Хуçалăхсенче 3200 гектар кĕр тыррисем акма палăртнă. Хальлĕхе 1100 гектар çеç çĕр хатĕр. "Луч", "Восход", "Агродор", "Мир" хуçалăхсенче çĕр хатĕрлессине хăвăртлатмалла. В.Н.Никифоров çавăн пекех хир хĕррисене маларах çуласси, пропашной культурăсен уйĕсенче çум курăксемпе кĕрешесси çинче те чарăнса тăчĕ. Çумăр тăтăш çунипе çум курăксем вăйлă ỹсеççĕ, сахăр чĕкĕнтĕрне хупăрласа qĕркеллĕ çитĕнме памаççĕ. Тухăçа çухатас мар тесен çум курăксемпе техникăпа та, гербицидсемпе те, алă вăйĕпе те кĕрешмелле. Выльăх-чĕрлĕх йышне ỹстермесен хуçалăхсен экономикине тĕреклетейместĕн. Çавăнпа та фермăсене реконструкцилес ĕçе хăвăртлатмалла, çакăн валли патшалăх сакăр çуллăха паракан 3 процентлă çăмăллăхлă кредит илме документсем хатĕрлессине вĕçлемелле. Витесене юсама та паян-ыранах пуçăнмалла. Канашлура "Восход" тата "Мир" хуçалăхсен ертỹçисем М.Н.Самсоновпа З.Х. Афиатуллов пĕлтернине те итлерĕç. Вĕсене выльăх çими хатĕрлес тата техникăна юсас тĕлĕшпе васкавлăрах ĕçлемеллине кăтартрĕç. Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев, канашлура сăмах илнĕ май, уяр çанталăкри кашни сехет ылтăн пек хаклине палăртрĕ. Çанталăк çине йăвантарса ним ĕçлемесĕр ларни _ хуçалăх аркантăр тесе каланиех. Утă, сенаж ытларах хатĕрлеме мĕнпур техникăна, ял çыннисене анлăн хутшăнтарма тăрăшмалла, тăрăшса ĕçлекенсене тивĕçлипе хавхалантармалла. Çĕр _ пирĕн тĕп пуянлăх. Ăна пушă вырттарни е çум курăксем çеç ĕрчетни _ ертỹçĕн ятне ярать. Фермерсене, халăха çĕр çинче ĕçлеме майсем туса памалла. Ан тив, нумай çул ỹсекен курăксем акса çитĕнтерччĕр, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетчĕр. "Хам та усă курмастăп, çынна та памастăп" тĕллевпе пурăнни _ çав тери йăнăш шухăш. Районта потребитель кооперативĕсене тулли хăватпа ĕçлеттерсе ярасси те _ çивĕч ыйту. Пуçаруллăрах пулмалла, халăх шанăçне ĕçпе çĕнсе илмелле. Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене тупăшлă вырнаçтарма пулăшсан, "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе çăмăллăхлă кредит илекенсем те нумайланĕччĕç. Канашлура çĕрпе усă курмалли документсем хатĕрлес ĕçе вĕçлесси, ялти çамрăк специалистсене çурт-йĕр лартма патшалăх паракан çăмăллăхлă кредита илессине хăвăртлатасси пирки те сăмах пычĕ. Пурте _ кирлĕ ыйтусем, кашни ертỹçĕ ответлăха çирĕп туйсан, йывăрлăхсем умĕнче алла усмасан, ырă улшăнусем тума пулатех.



"Шăмăршă хыпарĕ"
18 июля 2007
00:00
Поделиться