Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЯЛ ХĔРĔ _ ПАТШАЛĂХ ПРЕМИЙĔН ЛАУРЕАЧĔ (очерк)

 

АСА илсен, халĕ кулăшла та пек. _ Пĕчĕккĕ чухне ăна пахча çимĕç акма шанаттăм, _ тет Чăваш Республикин çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕн амăшĕ Елена Сергеевна. _ Тирпейлĕ те тỹп-тỹрĕ йăрансем тăватчĕ. Тĕлĕнтермĕшĕ вара кайран курăнатчĕ: кишĕр, çарăк вырăнне ... чечексем шăтса тухатчĕç. Мĕскер акрăн вара, теттĕм те, хĕрĕм савăнăçне пытараймастчĕ: _ Кур-ха, анне, епле хитре чечексем! Мĕн тăвăн ĕнтĕ çакăн хыççăн? Каярах, пахча илемлĕ чечексемпе тулсан, хĕр пĕрчин ĕçне ял-йыш та ăмсанатчĕ: Виçпỹрт Шăмăршăра çакнашкал чечек пахчи урăх пулман, халĕ те сахал. Ăçтан, мĕнрен пуçланă-ха Алена Мулендееван çут çанталăка юратас туйăм? Кунта, ахăртнех, ашшĕ _ Владимир Туктаклович _ "айăплă" пулĕ: хăйĕн пурнăçне вăрманпа çыхăнтарнăскер, вăл ачисене те пĕчĕкрен илеме чунпа курма хăнăхтарнă. Палтиелĕнче çут тĕнчене килнĕ пулас лауреат. Ун чух вĕсен çемйи вăрманта, картунта пурăннă. Çавăнпа Аленăна чăннипех те вăрман ачи теме пулать. Ирех вăрмана тухса кайнă та вăл, тепĕр чух каçсăр та таврăнман. Ашшĕ-амăшĕ уншăн питех пăшăрхансах та кайман _ Алена, ашшĕпе вăрман тăрăх нумай çỹренĕскер, кунти кашни сукмака тенĕ пекех лайăх пĕлнĕ. Ачашăн вăрманта курмалли, сăнамалли сахал мар пулнă. Вăл пĕчĕклех вуншар та вуншар йывăç-тĕме, ỹсен-тăрана лайăх палланă, вĕçен кайăксене сасă тăрăх çăмăллăнах уйăрса илнĕ. Енчен те каснă йывăçсене, амантнă тĕмсене курсан, хĕр пĕрчи куççульпех макăрнă: _ Атте, çакăн пек хăтланма юрать-и вара? Вĕсен те ыратать вĕт... Палтиелĕнче вăтам шкулта вĕреннĕ çулсенче те А. Мулендеева ыттисенчен çут çанталăка юратнипе палăрса тăнă. Уйрăмах чечексене кăмăлланă вăл. Çакăншăн Алена Владимировна хăйĕн вĕрентекенĕсене _ И.Валеева, Х.Габитова, Т. Константинована халĕ те тав тăвать, вĕсене ырăпа çеç аса илет. Виçпỹрт Шăмăршăна куçса килес умĕн Алена каллех куççульпех макăрнă. Вăрмана хăнăхнăскер, ăна унран уйрăлма пĕрре те çăмăл пулман _ ялта вăрман çук-çке... Хĕр ача вара хăйĕн йăпанăçне пахчара тупнă, темĕн тĕрлĕ чечексем ĕрчетнĕ, вĕсене пĕчĕк ачана пăхнă пек пăхнă. Шăмăршăри вăтам шкулта вĕреннĕ çулсенче те Алена шкул лесничествин чи активлă членĕ пулнă. 1997 çулта, алла аттестат илсен, А. Мулендеева И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн географи факультечĕн студентки пулса тăнă. Студент çулĕсенче унăн çĕнĕ туртăм _ тĕпчев ĕçне явăçасси çуралнă. Ашшĕ ĕçлекен çĕрте _ "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕнче тăтăшах пулнă вăл, тĕрлĕрен сăнавсемпе тĕпчевсем ирттернĕ, унăн ĕçĕсем пичетре те курăнма тытăннă. Университетран хĕрлĕ дипломпа вăренсе тухнă Алена хăйĕн малаллахи пурнăçне наукăна халаллама тĕв тунă, 2003 çулта асăннă аслă вĕренỹ заведенийĕн физикăлла географи, биогеографипе геохими ландшафчĕн кафедрин аспирантуринче вĕренме тытăннă, ăна та ăнăçлă пĕтернĕ. 2007 çултанпа пирĕн ентешĕмĕр _ Чăваш патшалăх университечĕн физикăлла географипе геоморфологи кафедрин ассистенчĕ. Кăçал мал ĕмĕтлĕ хĕр творчествăри пысăк ĕçсемшĕн Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕ пулса тăчĕ. А.Мулендееван тĕп тĕллевĕ: ĕçпе тĕпчев _ юнашар. Алена Владимировна, ĕçленĕ вăхăтрах, "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕ патшалăх учрежденийĕн тĕслĕхĕпе Вăтам Атăлçин вăрманпа çеçен хир тăрăхĕнче наци паркĕсене ĕç-хĕл тĕлĕшĕнчен зонăсем тăрăх уйăрмалли ландшафт-экологи никĕсĕсем" темăпа пысăк наука ĕçĕ çырса хатĕрленĕ. Ăна ăслăлăх ĕçченĕсем те пысăка хурса хакланă, хальхи вăхăтшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Çак ĕçшĕнех Алена çак кунсенче 2006 çулшăн сывлăх сыхлавĕ, тавралăх сывлăхĕ, физкультура тата спорт енĕпе Чăваш Республикин çамрăксен патшалăх премине тивĕçрĕ. Ял хĕрĕшĕн _ чăннипех те пысăк чыс ку. Юлашкинчен çакна та каласа хăварар пулĕ: патшалăх премийĕн лауреачĕ Алена Владимировна Мулендеева халĕ çине тăрсах диссертаци хатĕрлет. Эппин, çитес вăхăтрах пирĕн районтан наукăсен тепĕр кандидачĕ тухас шанăç пур.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 июля 2007
00:00
Поделиться