Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ТĂВАЙРА ТА ЮЛМАРĔÇ КАЙРА

 

ЛАЙĂХХИ яланах савăнтарать: вăрманлă Шăмăршă тăрăхĕнче çамрăк вăрманçăсем пулнă та, пур та. Иртнĕ уйăхра çеç "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн Пăчăрлă Пашьел лесничествинче районти çамрăк вăрманçăсен слечĕ пулса иртнĕччĕ, унта Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул команди пĕрремĕш вырăна тухса район чысне республика шайĕнче хỹтĕлеме тивĕçнĕччĕ. Нумаях пулмасть Тăвай районĕнче республикăри шкул лесничествисен черетлĕ çирĕм пĕрмĕш слечĕ пулса иртнĕ. Вун тăватă команда хутшăннă унта, тĕрлĕрен конкурссенче, ăмăртусенче вăй виçнĕ. Пытарма кирлĕ мар: юлашки 5-6 çул хушшинче пирĕн районти çамрăк вăрманçăсем çакнашкал мероприятисене хутшăнманччĕ. Çавăнпа палтиелсем слета кайма чылайччен хатĕрленчĕç. Тăрăшни сая каймарĕ темелле _ команда пĕтĕмĕшле балсемпе улттăмĕш вырăн йышăнни пĕрре те япăх кăтарту мар. Уйрăм конкурссенче вара ачасем призерсен йышне те кĕме пултарчĕç. Сăмахран, ботаниксен конкурсĕнче Ильнур Фасхутдинов, вăрманçăсен конкурсĕнче Лейсен Куропаткина палăрчĕç, хăйсен пĕлĕвĕпе тавракурăмĕ анлă пулнине кăлартса пачĕç. Зоологсен конкурсĕнче Данис Камалтдинов, гидробиологсен тупăшĕвĕнче Гельнара Билалова, вăрманçăсен ăмăртăвĕнче Ринас Алимов командăна балсем пуçтарма хăйсенчен килнине пĕтĕмпех турĕç. Кунтан, паллах, команда руководителĕн Татьяна Петровна Константинован тỹпи те пысăк. "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн работникĕсен сĕнỹ-канашĕсем те ачасене ытлашши пулмарĕç. Тулли кăмăлпа таврăнчĕç ачасем киле. Хăйсемшĕн çĕннине, усăллине сахал мар пĕлчĕç вĕсем. Палаткăра пурăннă, кăвайт умĕнче савăннă виçĕ куна мĕн çиттĕр? Ку çеç те мар: çамрăк вăрманçăсем çĕнĕ тус-юлташсем та сахал мар тупрĕç. Слет хыççăн ачасен ỹссен вăрманçăсем пулас шухăш-ĕмĕт çуралчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 июля 2007
00:00
Поделиться