Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Спутник", "Патриот", "Çăл куç"...

 

ЯЛ çынни паян шуçăм çутипех ыйхăран вăранать. Çу кунĕнче ĕç тем чухлех: выльăх-чĕрлĕхе кĕтĕве ăсатса ямалла, хĕл валли утă хатĕрлемелле, çум курăксемпе кĕрешмелле... Патирексем килĕренех ĕне усраççĕ. Р.Хамдеев хуçалăхĕ, акă, таса ăратлă 3 ĕне тытать. Хамдеевсем кулленех вăтăр литртан кая мар сĕт сутаççĕ. Л.Кузьмина, З.Поварова, Э.Альда тата ыттисем те сĕт сутса пайтах укçа тăваççĕ. _ Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене ăçта вырнаçтарасси пирки пирĕн пăшăрханмалли çук _ Николай Авксентьев предприниматель потребительсен кооперативне йĕркелерĕ, _ теççĕ ял çыннисем. _ "Луч" кооператив продукцишĕн укçине те çийĕнчех тỹлесе татать. Районта хальлĕхе потребительсен кооперативĕсене 5 регистрациленĕ: Çĕнĕ Чукалта "Çăл куç" (А.Ергунов), Шăмăршăра _ "Патриот" (Г.Егорова), Пăчăрлă Пашьелĕнче _ "Спутник" (А.Сатеев), Кахăрлă Шăхалĕнче _ "Союз" (Г.Макаров), Патирекри "Луч" пирки маларах асăннăччĕ ĕнтĕ. Потребительсен кооперативĕсем халăхран сĕт тата аш-какай туяннипе кăна çырлахасшăн мар, продукцие вырăнтах тирпейлесе хаклăрах хакпа вырнаçтарасси пирки те шутлаççĕ. Г.Егоровапа А.Сатеев кирлĕ оборудованипе пуянланнă ĕнтĕ, часах ĕçе те пуçăнĕç. Район Пухăвĕн депутачĕ, "Союз" кооператив ертỹçи Г.Макаров вара çĕр улмипе ĕçлесшĕн. Ним пытармалли те çук, "иккĕмĕш çăкăра" ăçта вырнаçтарас ыйту кашни кĕркуннех çивĕч тăрать. Геннадий Николаевич халăх нушине ăнланать, çавăнпа та потребительсен кооперативне йĕркелеме шухăш тытнă. Çĕр улмине хăйĕн транспорчĕпе, килĕсене пырсах тиесе кайĕ, продукци сутнăшăн укçине те вăраха тăсмасăр тỹлесе татĕ. Хальлĕхе Палтиелĕнче, Карапай Шăмăршăра тата Кивĕ Чукалта кооперативсем ĕçлесе каяйман-ха, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен çак ыйтăва кулленхи тимлĕхре тытмалла. Потребительсен кооперативне йĕркелени "АПК аталанăвĕ" наци проектне пурнăçлама пулăшĕ, халăха выльăх-чĕрлĕх ытларах усрама, çĕр улми тата пахча-çимĕç нумайрах çитĕнтерме хавхалантарĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 июля 2007
00:00
Поделиться