Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шанчăклă çул _ ял илемĕ

 

ИРПЕ çичĕ сехетченех çитрĕм Шăмăршăри ДРСУна. Хуçа _ Владислав Григорьевич Федотов манран та маларах килнĕ иккен. _ Улттăрах Пуянкассинче пултăм, _ терĕ В.Г.Федотов. _ Çак ялта тата Кахăрлă Шăхалĕнче ĕнер 1,5 километр çул çине асфальт сарса пĕтертĕмĕр, пахалăхĕ мĕнле-ши тесе тĕрĕслерĕм. Япăх ĕçлемен, çул тăвакансем тăван коллектив ятне ямаççĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн "Чăваш Республикин автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн, Шăмăршăри ДРСУн кăçал çав тери пысăк ĕç тумалла. Çав шутра: Çĕпрел _ Пăва аслă çултан Канаш паççулккине çити _ 1 километр, Анат Чаткасран Хĕрлĕ Васана çити _ 3 километр, Ирçе Тĕккинчен Баскак паççулккине çити _ 4 миллион тенкĕлĕх. Президент программипех кăçал Асанкассипе Пăчăрлă Пашьел хушшинче 2 километр та 200 метр çул çине асфальт сарнă, çак объекта Республика кунĕ тĕлне хута янă. Район администрацийĕн заказĕпе Кивĕ Чукалта 1 километр çул çине асфальт сарнă, халĕ Карапай Шăмăршăра ĕçлеме пуçăннă. Кунта пурĕ 800 метр асфальт сармалла. Ун хыççăн черет Ярăслава çитĕ. Канаш тата Васан паççулккисене çити çул тума çĕр хăпартнă ĕнтĕ, часах хăйăр тата хура чул сарса тухĕç. Çак пысăк пахалăхлă чула Екатеринбургранах кỹреççĕ иккен. Коллективра ĕçчен те çирĕп дисциплинăллă çынсем ĕçлеççĕ. В.Г.Федотов директор Юрий Иванов, Юрий Юнкеров, Николай Тихонов тата Василий Иванов бульдозеристсене, Михаил Сергеевпа Виталий Николаев экскаваторщиксене, катокпа ĕçлекен Геннадий Поляковпа Александр Ларионова, Владимир Красновпа Николай Кузьмин автогрейдеристсене, КамАЗ автомашина водителĕсене Виктор Погашова, Александрпа Евгений Стратилатовсене, Валерий Борисовпа Фаркат Насыбуллина, Александр Старый, Сергей Ларионов, Владимир Кудряшов тата ытти рабочисене ырласа асăнчĕ. Кăçал асфальтпа бетон завочĕ çут çанталăк газĕпе ĕçлеме пуçланă, çавна май продукци пахалăхĕ те лайăхланнă. Ĕç тухăçлăхĕ те ỹснĕ: яра куна завод 250-300 тонна асфальт хатĕрлет. Çул тăвакансене ĕç укçине вăхăтра тỹлеççĕ, шалу пĕчĕк мар. Кунсăр пуçне утăпа тата тырăпа та тивĕçтереççĕ. Хăйсемшĕн тăрăшни çине çул тăвакансем хастар ĕçпе ответлеççĕ, ир тытăнса тĕттĕмччен, канмалли кунсене тата çанталăка пăхмасăр чунтан тăрăшса вăй хураççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 июля 2007
00:00
Поделиться