Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Саламлаççĕ ылтăн пучахсем

 

ÇĔР ĕçченĕсемпе куçа-куçăн тăрса калаçăр-ха, вĕсен ырми-канми ĕçĕ çинчен тĕрленчĕк е очерк шăрçалăр, _ терĕ пире район пуçлăхĕ В.П.Фадеев. Вара ăшшăн кула-кулах журналистсене çула тухма хăйĕн автомашинине шанса пачĕ. Çĕрĕпех чăшăл-чăшăл çумăр çунипе, хирти ĕçсем вăхăтлăха чарăнса ларнă. "Колос" Агрофирма" ЗАО механизаторĕсем техника паркĕнчеччĕ. Хире кĕме çук тесе ахаль тăмаççĕ, техникăна пăхса-тĕрĕслесе тухаççĕ. Хуçалăх районта чи пысăк лаптăкра _ 350 гектар çинче сахăр чĕкĕнтĕрĕ çитĕнтерет. Унчченех асăрханăччĕ-ха: чĕкĕнтĕр çулçисем хупах пек лапсăркка, çум курăксем те курăнсах каймаççĕ. _ Çум курăксемпе алă вăйĕпе мар, гербицидсемпе усă курса кĕрешетпĕр, _ пĕлтерчĕ хуçалăхăн тĕп инженерĕ В.Захаров. Унтан вăл çак йывăр ĕçе пурнăçлакан механизаторсемпе _ Н.Тимофеевпа, В.Мресовпа тата Э.Никифоровпа паллаштарчĕ. Виççĕшне те питĕ лайăх паллатăп, çур аки е вырма вăхăтĕнче хирте юнашар ларса яшка та çинĕ. В.Мресов, акă, вăтăр çула яхăн кустăрмаллă тракторпа ĕçлет. Хăйĕн наставникне _ А.М.Мресова ырăпа çеç аса илет. Валерий Алексеевич çур акинче çĕр хатĕрленĕ, кĕр калчисене минераллă удобренипе апатлантарнă. Çăва тухнăранпах ОПШ-2000 агрегатпа гербицидсем пĕрĕхет. Тĕштырăсене чир-чĕртен хỹтĕлеме самолетран та имçам сапнă, çак ĕçе пĕр кун хушшинчех пурнăçлама ĕлкĕрнĕ. В.Захаров тĕп инженерпа (сăмах май, вăл техника паркĕнче ĕçлеме тытăннăранпа часах 25 çул çитет) вырмана хатĕрленес ыйтăва та çĕклерĕмĕр. 1200 гектар çинчен, çав шутра 250 гектар кĕр тыррисене пуçтарса кĕртмелле пуянкассисен. Минераллă удобренисемпе туллин апатлантарнăран, çу каçа çум курăксемпе кĕрешнĕрен тырпул тухăçĕ пысăк пуласса кĕтеççĕ. Комбайнсем Ульяновск облаçĕнчи Чăнлăри сахăр заводĕнчен килмелле. Ытти техника _ хуçалăхăн. Хальхи вăхăтра А.Петровпа В.Тимошкин ыраш акма çĕр хатĕрлеççĕ. 200 гектар çĕр пĕрчĕ йышăнма хатĕр. А.Никифоров механизатор виçĕ сеялкăллă агрегатпа ыран тесен ыран акана тухма пултарать. Тырă Кахăрлă Шăхалĕнчи йĕтем çине килмелле. А.Кувшинов бригадир каланă тăрăх, йĕтем те, кĕлетсем те тырă йышăнма хатĕр. Çак кун эпир "Карлинская" Агрофирма" ЗАОра та пултăмăр. Вырмана кунта тăватă комбайнпа тухма хатĕрленеççĕ. В.Кашкаровпа А.Кузьмин тĕштырăсене кушăхтарма çулĕç. А.Петровпа Ф.Никифоров çулма та, çапма та пултараççĕ. Паккусене П.Никифоровпа Г.Волков тата В.Ястребовпа А.Муллин пухса çапĕç. В.Юманов тĕп инженер техника кивелсе çитни пирки пăшăрханса калаçрĕ. Чи "çамрăк" комбайн та _ çирĕм виççĕре. Апла пулин те, ăста алăсем ял хуçалăх техникине вырма тĕлне хатĕрлесе çитереççех. Йĕтем çинче те ĕç пырать. В.Кузьминпа А.Гладков машинистсем сортировкăсене юсаççĕ, бригада ĕçченĕсем йĕтеме çỹп-çапран тасатаççĕ. Çавăн пекех кĕлетсене те тасатса дезинфекци тăваççĕ.Хуçалăх ертỹçисем йĕтем пуçлăхĕ пулма кăçал каллех ĕç ветеранне, "Хисеп Палли" орден кавалерне А.А.Семенова шанасшăн. Таса чунлă, тирпейлĕ çын вăл, саккăрмĕш теçеткере пырать пулсан та халăх ĕçĕнчен уйрăлаймасть. Пуянкассисен çунтармалли-сĕрмелли материалсем тупас хуйхă çук пулсан, виçпỹртсен солярка саппасĕ вырма ирттерме çитмест. Сĕрмелли çу та çукпа пĕрех. Каллех кивçене кĕме тивет ĕнтĕ. Комбайнсем патĕнчен йĕтем çине тырă турттарма КамАЗ автомашинăпа ĕçлекен Ю.Морозова çирĕплетнĕ. Йĕтемри тырра кĕлете кĕртнĕ çĕрте А.Муллин тракторист тăрăшĕ. "Карлинская" Агрофирма" ЗАО ертỹçи И.Абсалямов вырма ĕçĕсене йĕркеллех ирттерĕпĕр тесе шутлать, комбайнерсене çирĕп шанать. Хирте ĕçлекенсене вĕри апатпа тивĕçтересси, мĕн шантарнине тỹлесе татасси кунта çирĕп йăлана кĕнĕ. Виçпỹрт Шăмăршăра пулнă чух эпир кĕр тыррисен уйне те çитсе куртăмăр. Сап-сарă пучахсем ăшă çилпе тайăла-тайăла илни пире _ çĕр ĕçченĕсене çывăх хуракан журналистсене _ саламланă пекех туйăнчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 июля 2007
00:00
Поделиться