Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хаçат ялан пирĕнпе

 

НУМАЙ çул каялла, 30-мĕш çулсенче Шăмăршă районĕн хаçачĕ "Колхозник сасси" ятлăччĕ. 1936-1937-мĕш çулсенче пулĕ, пирĕн кил картишĕнче Пашьелĕнчи "Красная нива" колхозăн ĕне ферми тăнă. Унти выльăх пăхакансем валли вулав çуртĕнче ĕçлекен Петр Григорьевич Филимонов ялан хаçатсем кỹрсе паратчĕ. Район хаçатне çавăркаласах вулама вĕреннĕ пуль çав эпĕ шкула каячченех. Уйрăмах карикатурăсем чылай пичетленетчĕç ун чух. Эпир вĕсене "мăшкăласа ỹкернисем" теттĕмĕр. 1937-мĕш çулта районта тырă питĕ ăнса пулнăччĕ. Хаçатра Асанкассинчи "Юлташ" колхозра пысăк тухăç илни çинчен, çавна май колхозра ĕçлекенсене ĕç кунĕ пуçне вуншар килограмм тулă валеçни çинчен çырнине астăватăп. Хаçат калапăшĕ халĕ тухакан "Шăмăршă хыпарĕн" çурри пысăкăш кăначчĕ. Каярахпа, 1938-мĕш çулта пулас, хаçатăн ячĕ улшăнчĕ _ "Сталин ялавĕпе" пулса тăчĕ. "Çамрăк большевик", "Чăваш коммуни" хаçатсене юратмастăмччĕ, мĕншĕн тесен вĕсенче пысăк статьясем пичетленетчĕç, район хаçатĕнче вара заметкăсем пайтахчĕ, вĕсене вулама меллĕччĕ, çитменнине тата хамăр ял е колхоз çинчен çырнисем тăтăш тĕл пулатчĕç. Вĕсен авторĕсем камсем пулнине халĕ, паллах, астумастăп ĕнтĕ. "Правда", "Юлташ", Сталин тата Ворошилов ячĕпе хисепленекен колхозсем çинчен мухтаса çыратчĕç. Çав вăхăтрах пирĕн ял хуçалăх артелĕ çинчен çитменлĕхĕсене питлесе çырнисем чуна кỹрентеретчĕç. Пашьелĕнче колхоз нихăçан та пуян пулман эпĕ астăвасса. Мĕн тăвăн, ялĕ пысăк, çĕрĕсен тухăçлăхне вара мухтамалли çук. Çавна пула критикăран хăтăлайман. Ун чухне пиртилле агитаципе пропаганда аталанса-тĕрекленсе пынă. Çавна май хаçатăн пĕрремĕш страницине вулама интереслех марччĕ: политикăлла статьясем пуриншĕн те кирлех пулман ĕнтĕ. Вăл енчен, ман шутпа, хальхи хаçат палăрмаллах уйрăлса тăрать. Халĕ унта районшăн çивĕч ыйтусемпе çыхăннă материалсем пичетленеççĕ, час-часах вĕсем политикăлла ыйтусемпе тỹрремĕн çыхăнман. Анчах та политикăран, мĕнле тăрăшсан та, пĕтĕмпех хăтăлаймастăн. Калăпăр, ял хуçалăхĕнчи лару-тăру, çынсен пурнăçĕнчи йывăрлăхсем пĕтĕмпех политикăпа çыхăннă. Вăтăрмĕш çулсенче район хаçатĕнче партилле пропаганда тымар янин усси те пулнă пуль, мĕншĕн тесен вăл çынсене Тăван çĕршыва парăнма, ăна юратма вĕрентнĕ, ку вара Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче СССРти пур тĕрлĕ халăха пĕрлешсе фашистла Германие хирĕç кĕрешме иксĕлми чăтăмлăх пама пулăшнах. Çавăнпа ман ун чухнехине пурне те хурлас килмест. Çавна кăна уйрăм палăртасшăн: район хаçачĕ 75 çул ĕнтĕ район халăхĕпе пĕрле, унăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тачă çыхăннă. Çавăнпа ăна Шăмăршă тăрăхĕнче юратаççĕ те. Тăван хаçата вăрăм ĕмĕр сунатăп.



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 июля 2007
00:00
Поделиться