Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Телейлĕ пулăр, çамрăк çемьесем!

 

07.07.07 _ çакăн пек телейлĕ кун районта пилĕк туй кĕрленĕ. ЗАГС уйрăмĕнче Василий Масленниковпа Елена Иванована, Михаил Тихоновпа Екатерина Синелевана, Василий Фадеевпа Марина Алексеевана, Ранис Реимовпа Рузия Камалетдинована, Алексей Шингаревпа Светлана Андреевана регистрациленĕ. Вĕсене çĕнĕ çемье чăмăртанă ятпа чун-чĕререн саламлатпăр, телейпе юрату сунатпăр. Кăçал вара пĕтĕмпе 51 туй пулнă, çав шутра июнь уйăхĕнче _ 6.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 июля 2007
00:00
Поделиться