Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кредит ил, усăллă пулĕ

 

 "АПК аталантарасси" наци проектне ĕçе кĕртсе пынă çĕрте килти уйрăм тата хресчен хуçалăхĕсене çăмăллатнă кредит парса пулăшни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Ку проект 2006 çулхи июнь уйăхĕнченех ĕçе пикеннĕ. 2007 çулта килти хушма хуçалăх тытакансем проектпа килĕшỹллĕн 1 миллион тенкĕлĕх суперçăмăллăхлă кредит илме пултараççĕ, пĕлтĕр унăн калăпăшĕ 300 пин тенкĕ çеç пулнă. Çакна уйрăммăн палăртасшăн. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, запас пайсем, минераллă удобренисем, ỹсентăрансене хỹтĕлемелли препаратсем, çамрăк выльăх, вĕсем валли апат, ветеринари преперачĕсем туянма, ял хуçалăх техникине, выльăх-чĕрлĕх хуралтисене юсама, ял хуçалăх культурисене тата сезонлăх ĕçре кирлĕ ытти пурлăха страхлама 2 çуллăха кредит илме пулать. Ун пек чухне кредитсем пĕтĕмпе 300 пин тенкĕрен иртмелле мар. Пĕчĕк калăпăшлă ял хуçалăх техники _ 3,5 тоннăран мала мар массăллă груз турттармалли автомашина, ял хуçалăх продукцийĕсене тирпейлемелли тата выльăх-чĕрлĕх витисене кирлĕ оборудовани туянма, хуралтăсене тума е реконструкцилеме 5 çуллăха кредит параççĕ. Çак тĕллевсемпе илнĕ кредитăн сумми 700 пин тенкĕрен иртмелле мар. Килти хушма хуçалăха ура çине тăратма, яла аталантарма патшалăх çĕнĕ майсем уçса пулăшу кỹрет. Район çыннисем унпа туллин усă кураççех тесе шутлатпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 июля 2007
00:00
Поделиться