Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кая юлман, ята яман

 

Республикăри çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" вăййисене пирĕн районтан Шăмăршăпа Карапай Шăмăршă шкулĕсенчи ачасем хутшăннă. Шăпах вĕсем районти вăйăсен çĕнтерỹçисем пулса тăнăччĕ. Хĕрсемпе каччăсем распублика шайĕнчи ăмăртусенче начар мар кăтартусем тунă. "Зарница" командисем хушшинче (вĕсем пурĕ _ 18) шăмăршăсем тăваттăмĕш вырăн йышăннă. Карапайшăмăршăсен вара 25 "Орленок" команди хушшинче 12-мĕш вырăнпа çырлахма тивнĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 июля 2007
00:00
Поделиться