Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ĔÇ АН ЮЛТĂР ЫРАНА: УТĂ ХЫÇÇĂН _ ВЫРМАНА

 

"ИР ВĂРАНАКАН çерçи тутă пулнă" текен чăнлăха тĕпе хуман ертỹçĕ _ ертỹçĕ мар. Ирпе ирех тухса кайнă та, "Шанс" ООО ертỹçине В.Еремеева самаях кĕтме тиврĕ. _ Утă çи вĕт, _ терĕ вăл, кантур умне пырса чарăнсан. _ Выльăх апачĕ хатĕрлетпĕр. Хуçалăхра нумай çул ỹсекен курăксем171 гектар йышăнаççĕ, вĕсенчен 120 гектарне утă çулма уйăрнă, 50 гектарĕ çинче вара кĕтỹ çỹрет. Кунсăр пуçне пĕр çул ỹсекен курăксем 40 гектар. Вĕсем те хỹхĕм çитĕннĕ _ тепĕр эрнерен çулма ĕлкĕреççĕ те. Хальлĕхе кунта нумай çул ỹсекен курăксене пĕрремĕш хут çулса пĕтернĕ те ĕнтĕ. _ Выльăхсем валли 100 тонна паха утă хатĕрлесе упрама хутăмăр, _ пĕлтерчĕ Валерий Петрович. _ Çав вăхăтрах хуçалăх ĕçченĕсем çинчен те манса каймастпăр, вĕсене 40 тонна выльăх апачĕ уйăрса патăмăр, транспорт енĕпе те пулăшрăмăр. Çава-çурла ĕмĕрĕ хыçа юлчĕ те, халĕ пĕтĕм ĕçе техникăпа пурнăçлатпăр. Курăксене хуçалăхра Ю.Кузьминпа К.Гришняков пысăк пахалăхпа çулнă. Утă çи вăхăтĕнче çанталăк та лайăх тăрать темелле: кушăхнă паккуссем хирте вăрах выртмаççĕ, вĕсене Ю.Кузьмин механизатор çийĕнчех пресланă. Çак тапхăрта В.Кузьминăн та канăç çук: хатĕр рулонсене автомашинăсем çине тиет, вĕсене пушатса склада упрама парать. Утă турттарнă çĕрте В.Кузнецовпа П.Кузьмин тăрăшуллă иккен, вĕсем рейс хыçăн рейс тăваççĕ. Унсăрăн май та çук _ вăхăт васкатать. _ Ĕç ан юлтăр ырана, Утă хыççăн _ вырмана,_ такмакласа илчĕ хуçалăх ертỹçи. Вырма тенĕрен, "уй-хир карапĕсем" хире тухиччен те шутлă кунсем çеç юлчĕç темелле: тулли пучахсем хресчен ĕçченлĕхĕпе хастарлăхĕ умĕнче пуç таяççĕ, "Эсир пире манман-и?" тенĕн туйăнаççĕ. Малтан палăртнă тăрăх, тĕш-тырăсен тухăçĕ те начар мар пулмалла. Вĕсене вăхăтра, агротехникăна пăхăнса акса хăварнă. "Шансра" кăçал тырпула 600 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Вĕсене Ю.Кузьмин механизатор пĕтĕм лаптăксем çинче гербицидсемпе пĕрĕхсе тухнă. Чĕкĕнтĕр те манăçа юлмасть. Пылак çимĕçе кунта 70 гектар çинче çитĕнтереççĕ. Йăрансене темиçе хут та кăпкалатса тухнă, кашни гектар пуçне икшер центнер минераллă удобренисемпе апатлантарнă. Ку ĕçе пурнăçланă В.Никитин механизатор шантарнă тăрăх, кĕркунне тухăç та сахал мар пулмалла. Хуçалăхра этем факторĕ те тĕп вырăнта, ĕçлекенсем валли тивĕçлĕ условисем туса пама тăрăшаççĕ. Рабочисене ĕç вырăнĕнчех вĕри апатпа тивĕçтерни те вăхăта перекетлеме пулăшать. Икĕ Инна _ Медовапа Шигарева _ хатĕрленĕ ĕçме-çимене хире Н.Харлампьева вăхăтра çитерет. Хуçалăхра комбайнерсем те ĕçе пуçăннă, "уй-хир карапĕсене" юсаççĕ. Хуçалăх ертỹçи каланă тăрăх, вырмана виçĕ агрегат хутшăнмалла. Тĕштырăсене кушăхтарма А.Пашкин çулма тухĕ. Паккуссене вара ашшĕпе ывăлĕ _ Кузьминсем _ пухса çапĕç. Водительсем те пикенсех вырмана хатĕрленеççĕ, хăйсен автомашинисене юсаççĕ. Хирти тырă _ йĕтеме, теççĕ. Унсăр май та çук. "Шансра" ку тĕлĕшпе те ир вăраннă: Н.Пашкинпа В.Кузьмин машинистсем тырă тасатса сортлакан агрегатсене юсаççĕ. _ Вырмана та йĕркеллех ирттерĕпĕр, _ терĕ юлашкинчен В.Еремеев. _ Çанталăк çеç ан чăрмантартăр. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем çитеççĕ. Пĕр сăмахпа, пỹлмесем кăçал та пушĕ юлмĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
11 июля 2007
00:00
Поделиться