Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Утă пулсан, выльăх та тутă

 

ВИÇÇĔР гектара яхăн йышăнаççĕ нумай çул ỹсекен курăксем "Мир" ЗАОра. Ытларахăшĕ _ люцерна, çавăн пекех клевер та пур. Çанталăкне кура, курăксем начар мар çитĕннĕ. Хальхи вăхăтра хуçалăхра хĕрсех утă çулаççĕ тата пуçтарса кĕртеççĕ. КС-2,1 косилкăсемпе ĕçлекен М.Фахрутдиновпа Г.Хафизов ир тытăнса каçчен хиртен кĕмеççĕ. Типнĕ утта М.Невметов механизатор пресс-подборщикпа 500-шер килограмлă рулонсене çыхăлать. В.Паймин, Ф.Куропаткин, А.Камалтдинов водительсем тиевлĕ автомашинăсемпе хиртен ферма патне рейс хыççăн рейс тăваççĕ. _ Хальлĕхе склада 70 тонна ытла паха утă кĕчĕ, _ терĕ ферма заведующийĕ, вăлах выльăх апатне шута илсе пыракан Р.Рахматуллов. Унтан çапла хушса хучĕ: _ Хĕл хырăмĕ пысăк, утă нумай кирлĕ пулать. Хальхи вăхăтра мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ 250 пуç пулсан,хĕле кĕриччен тепĕр 100 пуç ỹстересшĕн. Хуçалăхра нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкне пысăклатсах пыраççĕ. Хальхи вăхăтра эспарцет культура акаççĕ, пыл паракан çак курăк 20 гектар йышăнĕ. Р.Фахрутдинов механизатор тата 50 гектар козлятник акасси çинчен те пĕлтерчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 июня 2007
00:00
Поделиться