Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Лару иртрĕ

 

ЮН КУН Шăмăршă территори суйлав комиссийĕ хăйĕн черетлĕ ларăвне пухăнчĕ. Унта комисси членĕсемпе партисемпе юхăмсен районти курăмлă çыннисем декабрьти суйлав пирки канашларĕç. Лару программинче политика партийĕсен ертỹçисемпе РФ суйлав законодательствине сỹтсе явасси, çак законодательствăна "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат урлă халăха ăнлантарасси, районти шкул ачисемпе çамрăксене суйлавпа çыхăннă сочиненисем çыртарса, ỹкерчĕксем ỹкерттерсе республикăра иртекен конкурса тăратасси пирки ыйтусем пăхса тухрĕç. Районти библиотекăсенче суйлав умĕнхи "Суйлавçă тата суйлав" ятпа куравсем йĕркелесси те пырать. Ларăва Шăмăршăри территори суйлав комиссийĕн председателĕ С.Д.Воронцова ертсе пычĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 июня 2007
00:00
Поделиться