Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Лагерьте пурне те килĕшнĕ

Вĕренỹ çулĕ тахçанах хыçа юлчĕ пулин те Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкултан ачасем татăлмаççĕ-ха. - Тин çеç сывлăха тĕреклетекен кану лагерĕн пĕрремĕш смени вĕçленчĕ, - тет начальник лагерĕ С.Сандркина. - Çитес кунсенчех иккĕмĕш сменăна йышăнма хатĕрленетпĕр. Пĕрремĕш сменăра кунта пĕрремĕш-саккăрмĕшсем классенче вĕренекенсем пулнă иккен, 50 ача хăйсен сывлăхне тĕреклетнĕ. Вĕсене икĕ отряда уйăрнă: "Искоркăна" А.Антонова социаллă педагог, "Лучикисене" вара биологи учителĕ Г.Паймина ертсе пынă. Чăнах та, халĕ, ĕлĕкхи пек, колхозсем çук. Ĕлĕкрех çакнашкал лагерьсем вĕсене самаях курăмлă пулăшу паратчĕç. Апла пулин те пĕрремĕш смена вăхăта усăсăр ирттермен. Ирхине 9 сехетрен пуçласа кăнтăрла иртни икĕ сехет çурăччен ачасем тĕрлĕрен мероприятисем йĕркеленĕ. - Шыва кĕме çỹрерĕмĕр, ял çывăхĕнчи плотинана велопоход ирттертĕмĕр, - тулли кăмăлпа каласа парать "Искорка" вожатăйĕ, кăçал сакăр класс пĕтернĕ Л.Семенова. - Спорт ăмăртăвĕсене те тăтăшах йĕркелерĕмĕр, тĕрлĕ енĕпе хамăр вăй-хала тĕрĕслерĕмĕр. - 21 кун сисĕнмесрех иртсе кайрĕ, - калаçăва хутшăнчĕ "Лучики" отряд вожатăйĕ В.Габитова. Çитес вĕренỹ çулĕнче вăл та тăххăрмĕш класа кайма хатĕрленет. - Чи асра юлни - тĕп хуламăра, Шупашкара кайса курни. Экскурси пурне те килĕшрĕ. Тĕрлĕ çĕрте пулса куртăмăр унта: Лакрей вăрманĕнче, заливра, историллĕ вырăнсенче. Заливра катамарансемпе ярăнтăмăр, Атăл илемне киленсе савăнтăмăр. Нимĕн те калаймăн: ырă аса илỹсем хăварнă ачасенче лагерьте пулнă вăхăт. Халĕ, смена вĕçленнĕ пулин те, вĕсем килте ахаль лармаççĕ, ашшĕ-амăшĕсене пулăшаççĕ. Çу кунĕсенче пахчара, кил -тĕрĕшре ĕç сахал-и вара? Лагерь начальникĕ каланă тăрăх, иккĕмĕш сменăра сахал тупăшлă çемьесенчи 15 ача канĕ, сывлăхне çирĕплетĕ. Вĕсемшĕн те лагерьти пурнăç интереслĕ, тĕрлĕ енлĕ иртессе шанас килет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 июня 2007
00:00
Поделиться