Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ир тытăнса каçчен

 

"АГРОДОР" ОООра нумай çул ỹсекен курăксене Валерий Кудряшов косилкăпа çулать. Костер тата люцерна курăкĕсем аван çитĕннĕ. Типнĕ утта Ирфан Усьманов механизатор пресс-подборщикпа рулонсене çыхăлать. Ăна Виталийпе Михаил Кудряшовсем пулăшаççĕ. _ Эпир утта хамăр рабочисене валеçетпĕр тата район çыннисене сутатпăр, _ терĕ "Агродор" ООО ертỹçи Василий Ефимов. _ Ку вăл килти хушма хуçалăха аталантарма, çапла вара "АПК аталанăвĕ" наци проектне пурнăçа кĕртме пулăшĕ. Районти ытти хуçалăхсенче те выльăх апачĕ хатĕрлесси анлă сарăлнă. Çавăн пекех уйрăм çынсем те утă çулаççĕ, хĕл валли çителĕклĕ пултăрччĕ, теççĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлеме ватти-вĕтти хутшăнать.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 июня 2007
00:00
Поделиться