Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хаçат 1989 çулта мĕн çырнă?

 

 

 

Çĕнтерỹпе таврăнчĕç

 

Нумаях пулмасть Васанти вăтам шкулти Э.Смаев Липецк хулинче пулса иртнĕ Пĕтĕм Российăри ăмăртуран çĕнтерỹпе таврăнчĕ. 1000 тата 3000 метрлă дистанцисене Эдик ăнăçлă вĕçлесе çĕнтерỹçĕсен шутне кĕнĕ, çамрăк атлетсен ăмăртăвĕнче виççĕмĕш вырăна тухнă. Çавăн пекех, Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекен С.Федотов вара Смоленск хулинче пулса иртнĕ ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă.

 

И. ЛАТЫПОВ. (Январĕн 19-мĕшĕ).

 

Зонăра - иккĕмĕш

 

Халăх пултарулăхĕн виççĕмĕш фестивальне хутшăнса, Елчĕкре кăнтăр районсенчи хор коллективĕсен смотрĕ пулса иртрĕ. Сакăр районтан килнĕ хор коллективĕсем хушшинче пирĕн районти арçынсен халăх хорĕ иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Зонăри ăмăртура "Восход" колхозпа районти хĕрарăмсен хорĕсем те хăйсен ăсталăхĕпе палăрчĕç.

 

 В.ПЕТРОВА. (Февралĕн 14-мĕшĕ).

 

Çĕнĕ предприяти

 

Патăрьелĕнчи апат-çимĕç комбиначĕн Шăмăршăри филиалне реконструкциленĕ хыççăн уйрăм предприяти - пахча-çимĕç типĕтекен завод туса хунă. Унăн директорĕ пулма Мустафа Нуруллович Салахова çирĕплетнĕ. Заводăн малашлăх планĕсем пысăк. Çывăх вăхăтрах çулталăкра 500 тонна кондитер изделийĕсем туса кăларакан цеха хута ямалла. Кунтах аш-какайран тунă консервăсем те кăларма палăртаççĕ.

 

(Хамăр информатор.) (Апрелĕн 8-мĕшĕ).

 

Музей валли _ 200 тенкĕ

 

ВиÇпỸрт Шăмăршăра Чăваш халăх писателĕн Илпек Микулайĕн музейне уçни - шăмăршăсемшĕн çеç мар, мĕнпур чăвашшăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Музея халăх укçи-тенкипе туни савăнтарать. Çак кунсенче кăна-ха писатель тăванĕсем - М.М.Лукьянова, В.М.Степанова, Т.М.Ухтиярова, Е.И.Ямщикова - музея пуянлатма 200 тенкĕ укçа хыврĕç. Вĕсен тĕслĕхĕ ыттисене те ырă кăмăллă пулма хавхалантарасса шанас килет.

 

 В.АНДРОНОВ. (Майăн 25-мĕшĕ).



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 июня 2007
00:00
Поделиться