Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ентеше _ Патшалăх премийĕ

 

 ЧĂВАШ Республикин Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикин патшалăх премийĕсем енĕпе ĕçлекен комиссин сĕнĕвĕсене тĕпе хурса, Чăваш Республикин Президенчĕн 2007 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче кăларнă Указĕпе килĕшỹллĕн сывлăх сыхлавĕ, тавралăх сыхлавĕ, физкультура тата спорт енĕпе Чăваш Республикин 2006 çулхи çамрăксен патшалăх премине Алена Владимировна МУЛЕНДЕЕВАНА _ "И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ" аслă професси пĕлĕвĕ паракан федераци патшалăх вĕренỹ учрежденийĕн геоморфологи тата физика географийĕн кафедрин ассистентне _ "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ" патшалăх учрежденийĕн тĕслĕхĕпе Вăтам Атăлçин вăрманпа çеçен хир тăрăхĕнче наци паркĕсене ĕç-хĕл тĕлĕшĕнчен зонăсем тăрăх уйăрмалли ландшафт - экологи никĕсĕсем" ĕçе пурнăçланăшăн панă. А.В.Мулендеева - пирĕн ентеш. Вăл Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче çуралса ỹснĕ.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 июня 2007
00:00
Поделиться