Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Эй, çамрăклăх! Сана савса, чĕрем юрлать ман юрă...

 

РАÇÇЕЙ çамрăкĕсен кунне халалласа, районта çулленех "Çамрăк сасăсем" фестиваль ирттересси йăлана кĕчĕ. Юн кун çанталăкĕ те ытарма çук илемлĕ, каçĕ те тỹлек те ăшă пулчĕ. Шăмăршăри Культура керменĕ умне ялсенчен чипер тумланнă каччăсемпе хĕрсем, "Çамрăк сасăсем" фестивале курма килнĕ аслăрах çулсенчи çынсем пуçтарăнчĕç. Уява кĕске сăмах каласа район пуçлăхĕн çумĕ, район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата культура пайĕн ертỹçи Н.Г.Игнатьева уçрĕ. Чун-чĕрене хумхантарса Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕ янăрарĕ. Районта ĕçре тата общество пурнăçĕнче ырă тĕслĕх кăтартакан çамрăксем сахал мар. Чи тивĕçлисене район администрацийĕн, "Единая Россия" партин Хисеп грамотисемпе чысларĕç, парнесем пачĕç. Юрă хыççăн юрă янăрарĕ эстрада площадкинче. Сергей Кудряшов, Эвелина Егорова, Алена Смаева, Алиса Антонова, Иван Тихонов, Семен Синелев, Татьяна Зыкова, Татьяна Давыдова, Марина Чиндарева, Лилия Габитова, Миндалия Закирова, Алена Лысова, Николай Долгов, Надеждăпа Алиса Медведевасем, Елена Степанова, Ирина Яковлева тата ыттисем илемлĕ сассисемпе пурне те тыткăна илчĕç. "Фламинго" ташă ушкăнĕнчи çамрăк артистсем те çав тери пултаруллă. Жюри членĕсене чи лайăххисене палăртма çăмăл пулмарĕ. "Çамрăк сасăсем" фестиваль Грант-прине Татьяна Давыдова тивĕçнĕ тесе пĕлтерсен, куракансем тăвăллăн алă çупрĕç. Марина Чиндарева, Ольга Карзанова, Эвелина Егоровапа Иван Тихонов, Надеждăпа Алиса Медведевасем, Сергей Кудряшов, Семен Синелев, Татьяна Зыкова, Олеся Малеева, Павел Терентьев, Елена Степанова та _ чи лайăх юрăçсен шутĕнче. Уявра ача-пăчана савăнтараканни _ "Батут" ятлă атракцион. Ăна района пирĕн ентеш, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Ф.Ермолаев парнеленĕ. Ачасен çулталăкĕнче çакăн пек пысăк парне панăшăн Владимир Федоровича чĕререн тав тăватпăр.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 июня 2007
00:00
Поделиться