Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăмăршă команди - ÇĔНТЕРỸÇĔ

 

ÇАК кунсенче Карапай Шăмăршăри "Елочка" санаторин спорт залĕнче Чăваш Республикинчи пушар службин кустри подразделенийĕсем хушшинче сĕтел çинчи теннисла выляса мала тухассишĕн ăмăрту иртрĕ. Унта Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк тата Тăвай районĕсенчи пушар чаçĕн командисем хутшăнчĕç. Çивĕч кĕрешỹре Шăмăршăри ПЧ-42 команди пĕрремĕш, Патăрьелĕнчи ПЧ-26 команди _ иккĕмĕш, Вăрнарти ПЧ-27 команди виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Малти вырăна йышăннă командăсене Грамотăсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 июня 2007
00:00
Поделиться