Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ыткăннă урхамахсем, мала тухнă шăмăршсем

 

 ВЫРСАРНИ КУН Куславкка хулинчи ипподромра ирттернĕ урхамахсен ăмăртăвне Шăмăршăсем те хастар хутшăннă. Чăваш Республикин Президенчĕн Кубокĕшĕн ирттернĕ чупура "Педагогика" рысак (наездникĕ А.Максимов) иккĕмĕш вырăн, "Ласковый май" тата "Хорезм" рысаксем (наездникĕсем Н.Пыркинпа И.Матвеев) тăваттăмĕшпе пиллĕкмĕш вырăнсене йышăннă. Чăваш Республикин Уçă чемпионачĕ шучĕпе ирттернĕ ăмăртура вара пирĕн "Влада" рысак (наездникĕ _ И.Бакурина) пурне те хыçала хăварнă. Çĕнтерỹçĕсене дипломсемпе тата хаклă парнесемпе хавхалантарнă. Патăрьелĕнче те палăрнă

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 июня 2007
00:00
Поделиться