Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хаçат 1988 çулта мĕн çырнă?

 

 Çĕнĕ шкул пулать

 

ÇУ КУНСЕНЧЕ Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ варринче çĕнĕ шкул никĕсне хывма пуçларĕç. Хальхи вăхăтра строительсем кирпĕчрен шкул çурчĕн стенисене купалаççĕ. Шкул кунсерен ỹссе пыни пире çунатлантарать. Шкула хăвăртрах туса пĕтерччĕр тесе эпир те строительсене пулăшма тăрăшатпăр. Уроксем хыççăн субботниксем ирттеретпĕр, обществăлла усăллă ĕç урокĕсенче те рабочисене пулăшма васкатпăр.

 

Р.ПАДИАРОВА. (Январĕн 7-мĕшĕ).

 

Буфетсем уçăлаççĕ

 

ПАЛТИЕЛĔНЧИ, Кивĕ Чукалти, Пуянкассинчи Культура çурчĕсенче буфетсем уçăлчĕç. Çак кунсенче çакнашкал буфет район центрĕнчи "Колос" кинотеатрта та ĕçлеме тытăнчĕ. Е.Тишкина буфетчица сеанссем умĕн куракансене тутлă шывпа, тĕрлĕрен соксемпе хăналать.

 

А. ОБОЖГЕЕВ. (Мартăн 17-мĕшĕ).

 

Иван Иванов _ фестиваль лауреачĕ

 

 ПАТĂРЬЕЛĔНЧЕ хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторсен "Юхмаен кĕввисем" фестивалĕ пулса иртнĕ. Унта Шупашкарти, Тутар республикинчи Пăва районĕнчи, Патăрьелĕнчи, Комсомольскинчи тата Шăмăршăри пултаруллă çамрăксем хутшăннă. Фестивале пирĕн районтан И.Ивановпа В.Кучуков хутшăннă. Жюри И.Ивановăн ăсталăхне пысăка хурса хакланă, ăна "Юхмаен кĕввисем" фестивалĕн лауреачĕ тесе йышăннă.

 

Н.ВОЛКОВ. (Апрелĕн 21-мĕшĕ).

 

Ешерет Çĕнтерỹ аллейи

 

 КИРОВ ячĕпе хисепленекен колхоз ĕçченĕсем тăван тавралăх илемĕшĕн нумай тăрăшаççĕ. Çак кунсенче çеç-ха колхозниксем Аслă Çĕнтерỹ 43 çул тултарнă ятпа ферма территорийĕнче аллея лартрĕç. Йывăçсем лартнă çĕрте Л.Тенишева, Е.Тимофеева, Г.Пушкаренко, И.Сидоров тата ытти ĕçченсем тăрăшса ĕçлерĕç.

 

Е.АЛЕКСАНДРОВА. (Мартăн 12-мĕшĕ).

 

Килти пек туяççĕ "Аврора" колхоз ĕçченĕсем ача сачĕ уçăласса чăтăмсăррăн кĕтетчĕç. Вĕсен ĕмĕчĕ тинех пурнăçланчĕ: нумаях пулмасть Пăчăрлă Пашьелĕнче çĕнĕ ача сачĕ ĕçлеме пуçларĕ. Çакă ял çыннисен кулленхи пурнăçне чылай çăмăллатрĕ. Илемлĕ те хăтлă ача садне 40 ача çỹрет, вĕсене икĕ группăна уйăрнă.

 

Р.САНДРЕЙКИНА. (Сентябрĕн 6-мĕшĕ).

 

Çĕнĕ АЗС ĕçлет

 

 РАЙОНТА Канашри нефтебаза харпăр_хăй автомашинисене укçалла заправка тăвакан типлă станци (АЗС) туса лартрĕ. Вăл Шăмăршă çумĕнче, Çĕрпỹ _ Сызрань автотрассăн сылтăм енче вырнаçнă. Автотранспорта лайăх кĕрсе тухма асфальтлă çулпа çыхăнтарнă. Г.СЕМЕНОВ. (Ноябрĕн 3-мĕшĕ).

 

 

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 июня 2007
00:00
Поделиться