Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"ЭПИР ХАСТАР ТА МАТТУР!"

ЧИ хавас вăхăт вăл, çамрăклăх. Чунра вăй-хал вĕресе кăна тăрать. Ĕçлес те, канас та килет. Çав вăхăтрах ыттисенчен пуçаруллăрах пулма ĕмĕт пур. Кашниех куратпăр, район шайĕнче е ял поселенийĕнче иртекен тĕрлĕрен конкурс-вăйăсенче, спорт ăмăртăвĕсенче яланах хĕрсемпе каччăсем палăрса тăраççĕ. Вĕсенче-çке пурнăç тĕрекĕ те шанăçĕ, мухтавĕ те чапĕ. Райадминистрацин вĕрентỹ, çамрăксен политикин тата культура пайĕ çулталăк тăршшĕнче мĕнле кăна конкурс-вăйăсем ирттермест-ши? Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç сывлăхлă та пархатарлă çитĕнтĕр тесе спорт ăмăртăвĕсем те сахал мар пулаççĕ. Юлашки çулсенче вăй илсе пыракан КВН вăййисем икĕ-виçĕ тапхăрпа йĕркеленсе ял çамрăкне пĕр тĕвве çыхаççĕ, куракансене култараççĕ те савăнтараççĕ. Раççей Геройне О.Долгова халалласа ирттерекен патриотла юрăсен конкурс-фестивалĕ те ялсенчи пултаруллă çамрăксене тĕрлĕ номинацире палăртма, çĕнĕ талантсене суйласа илме май парать. Кулăш кунĕ пирки вара уйрăм сăмах. Çак кун сцена çине тухнă çамрăксене курсан, вĕсен кулăшĕсемпе хăтланчăшĕсене пăхсан, нихçан кулман çын та ăшне тытсах кулать. Конкурссем питĕ нумай, пурне те асăнса та пĕтереймĕн. "Шăмăршă районĕн 2006 _ 2010 çулĕсенчи çамрăкĕ" программăна пурнăçласа çулталăк пуçлансанах ял поселенийĕсем, организацисем, предприятисем, учрежденисем хушшинче çамрăксен ĕçĕ-хĕлне ăнăçлă йĕркелесе пыракансенчен чи лайăххисене палăртасси пирки конкурс пуçланнине пĕлтеретпĕр. Тĕрлĕ енлĕн хакласа, конкурссене, фестивальсене хутшăннине шута илсе çĕнтерỹçĕсене палăртатпăр. Мала тухнă ял поселенийĕсене, учрежденисемпе предприятисене укçан преми парса чыслатпăр. "Нумаях та пĕтет, сахал та çитет, пĕрле пурăннине, ай, мĕн çитет?" Çапла пулмасăр. Пысăк ушкăнра кăна-çке ăнăçу пулса пырать. Ахальтен мар ĕнтĕ халăхра "Пĕр çын сурать _ типсе пырать, пин çын сурать _ кỹлĕ пулать" каларăш та пур. Çакă пĕрле пухăнса пĕрле ĕçлемеллине пĕлтерет .



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 июня 2007
00:00
Поделиться