Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ÇАКСЕМ ĔНТĔ РАЙОНĂН ЛАЙĂХ ТЕНĔ ÇЫННИСЕМ...

 

АВĂНМАСĂР, вăй хумасăр çитĕнỹ пулмасть. Çакна пурте лайăх пĕлетпĕр. Çавăнпах ĕнтĕ районти çамрăксен ĕç-хĕлне хаклас, пултаруллисене те пуçаруллисене тупса палăртас тĕлĕшпе район пуçлăхĕн В.Фадеевăн Йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политикин тата культура пайĕнче ятарласа комисси туса хунă. Хĕрсемпе яшсен пултарулăхне "Çулталăкри чи лайăх специалист" конкурс ирттерсе пăхса тухрĕç. Çĕнтерỹçĕсен шутĕнче (номинацисем тăрăх): Елена Емельянова _ "Сывлăх хуралĕнчи чи лайăх çамрăк ĕçчен", районти тĕп больницăн медсестри; Альберт Азизов _ "Вĕрентỹри чи çамрăк ĕçчен", Палтиел шкулĕн вĕрентекенĕ; Алена Петрова _ "Культурăри чи лайăх çамрăк ĕçчен", районти Культура çурчĕн методисчĕ; Андрей Ильин _ "Ял хуçалăхĕнчи чи лайăх çамрăк ĕçчен", "Исток" ОООн сварщикĕ; Шамиль Замалетдинов _ "Вăрман хуçалăхĕнчи чи лайăх çамрăк ĕçчен", "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн территорине сыхлакан инспекторĕ; Надежда Милюшкина _ "Çамрăксен политики сферăри чи лайăх çамрăк активист", Шăмăршă шкулĕн вожатăйĕ; Андрей Ямщиков _ "Прмышленнăçри чи лайăх çамрăк ĕçчен", "Агросервис" ОООн арманçи. Район пуçлăхĕн тепĕр Йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, çамрăксен обществăлла юхăмне аталантарассишĕн тăрăшнăшăн Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорне С.Хафизова, Шăмăршă шкулĕн директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумне В.Хорькована тав тунă. Çавăн пекех район администрацийĕн çамрăксен политикин тата культура пайĕн Хушăвĕпе килĕшỹллĕн районти шкулсенчен вĕренсе тухакан чи хастар та пултаруллă çак хĕрсемпе каччăсене тав тунă: Лилия Габитова, Палтиел шкулĕ; Николай Исаев, Анат Чаткас шкулĕ; Евгений Урдюков, Анат Чаткас шкулĕ; Артур Матвеев, Анат Чаткас шкулĕ; Алексей Фадеев, Анат Чаткас шкулĕ; Наталия Чернова, Шăмăршă шкулĕ; Наиль Басыров, Шăмăршă шкулĕ; Анжела Кузьмина, Шăмăршă шкулĕ; Анна Кадышева, Шăмăршă шкулĕ; Ольга Савельева, Кивĕ Чукал шкулĕ; Андрей Можаев, Пăчăрлă Пашьел шкулĕ; Николай Сидоров, Карапай Шăмăршă шкулĕ; Дмитрий Лепешкин, Карапай Шăмăршă шкулĕ; Александр Петров, Карапай Шăмăршă шкулĕ. Çĕнĕ Чукалта пурăнакан, "Светлана" КФХра сутуçăра ĕçлекен Светлана Симурзинапа Карапай Шăмăршăри "Слава" КФХ водительне Иван Сергеева район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата культура пайĕн Грамотипе наградăланă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 июня 2007
00:00
Поделиться