Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Юрларĕ чăвашĕ, тутарĕ, вырăсĕ, ирçи _ туслăхран хакли урăх мĕн пур-ши?

 

ТĂВАТĂ наци çыннисем туслăн килĕштерсе пурăнакан Палтиел ял поселенийĕнче ĕçлеме кăна мар, савăнăçлăн канма та пĕлеççĕ. Акă, иртнĕ шăмат кун кунта чаплă Акатуй пулчĕ, Палтиелпе кỹршĕри Патирекрен çеç мар, ытти ялсенчен те халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Палтиел ял поселенийĕн пуçлăхĕ М.М.Ахмеров Акатуй уçăлни çинчен пĕлтерчĕ, уяв ялавне çĕклеме "Мир" хуçалăхри çур аки чемпионне Р.Фахрутдинова ирĕк пачĕ. Чун-чĕрене хумхантарса Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕсем янăрарĕç. Палтиелпе Патирекре пурăнакансене, Акатуя килнĕ хăнасене район пуçлăхĕн çумĕ Г.Н.Обаськин ăшшăн саламларĕ, ĕçре çĕнĕ çитĕнỹсем тата ырлăх-сывлăх сунчĕ. Акатуй программипе килĕшỹллĕн, чăн малтан ĕçре малта пыракансене чысларĕç. "Искра" хуçалăхри "Чи лайăх выльăх-чĕрлĕх пăхакан" ята М.Хуснутдинов, "Чи лайăх механизатор" ята А.Мурзабаев, "Чи лайăх водитель" ята И.Тарамасов, "Мир" хуçалăхри "Чи лайăх выльăх-чĕрлĕх пăхакан" ята А.Сафиуллов, "Чи лайăх водитель" ята А.Камалтдинов тивĕç пулчĕç. "Чи илемлĕ урам" ята Патирекри Сейфутдинов ячĕллĕ, Палтиелĕнчи Ленин ячĕллĕ урамсене пачĕç. "Чи лайăх килти хушма хуçалăх" ята Палтиелĕнчи Н.Вахитовпа Патирекри В.Карсаков хуçалăхсем, "Пысăк культурăллă çурт" ята Патирекри Н.Авксентьевпа Палтиелĕнчи В.Кузьмин çурчĕсем тивĕçрĕç. Чи хаваслă самантсенчен пĕри _ "Хисеплĕ гражданин" ят пани. Çак ята Палтиелĕнчи Нягим Аглиуллович Хабибулловпа Роза Семеновна Минеева, Патирекри Валентина Федоровна Хорькова, Василий Васильевич Паймеев тата Михаил Иванович Скворцов тивĕç пулчĕç. Вĕсем _ районĕпех паллă çынсем. Н.А.Хабибуллов мĕн ватăличченех ял хуçалăхĕнче, Р.С.Минеева _ шкулта, В.Ф.Хорькова _ ялти фельдшер пунктĕнче, М.И.Скворцов механизаторта ĕçленĕ. РСФСР тата Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕпе В.В.Паймеевпа вара паллаштарма та кирлĕ мар: хĕрĕх çул ытла техника патĕнче ĕçлесе Василий Васильевич ырă ят çĕнсе илнĕ. Ĕçре малта пыракансене тата хисеплĕ ят илнисене хаклă парнесемпе чысларĕç, вĕсен ячĕпе чăваш, тутар, вырăс, ирçе юррисем янăрарĕç. Акатуйăн спорт программи те пуян пулчĕ. Урхамахсен ăмăртăвĕ те, наци кĕрешĕвĕ те, кире пуканĕ йăтни те, канат туртни те, куçа тутăрпа çыхса кăкшăм çĕмĕрни те, кашта тăрăх çара уран çỹлелле улăхни те, "автансен" çапăçăвĕ те савăнăç парнелерĕ. Кĕрешсе "Акатуй паттăрĕ" ята М.Атнагуллов çĕнсе илчĕ, ăна такапа чысларĕç. Кире пуканĕ йăтса мала тухнă М.Юнусова сысна çури парнелерĕç. Ăмăртусен спонсорĕсене _ "Искра" тата "Мир" хуçалăхсене, Г.Егорова фермера Акатуй оргкомитечĕ тав тăвать. Юрă-ташăпа та пуян пулчĕ Акатуй программи, купăс кĕвви аякка-аякка саланчĕ. Суту-илỹ ĕçченĕсем те çав тери маттур пулчĕç, Акатуя пынисен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерчĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 июня 2007
00:00
Поделиться